Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Донорсем хушшинче те хисеплисем пайтах

Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн районта 32 донор шутланать. Вĕсем пурте çын пурнăçĕшĕн, сывлăхĕшĕн тăрăшса ырă ĕç тунă çынсем. Юн парса чыс çĕнсе илнисем хушшинче СССР, Раççей хисеплĕ донорĕсем те пур.

Çакнашкал ушкăнри çынсене хальхи вăхăтра патшалăх та пысăк тимлĕх уйăрать. Акă, сăмахран, вĕсем январь уйăхĕнче социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă 19, 7 пин тенкĕ компенсаци илнĕ.

Иртнĕ кĕçнерникун районта донор кунĕ пулнă. Çак пархатарлă ĕçе 239 çын хутшăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 февраля 2008
00:00
Поделиться