Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çулталăка кăмăллă пуçларăмăр

Паян районти демографи лару-тăрăвне тишкерсен Ырă ĕçсен çулталăкĕ ăнăçлă пуçланнă тесе пĕтĕмлетме пулать. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхĕнчех иртнĕ çулхи кăрлачпа танлаштарсан пилĕк пепке ытларах çуралнă, пĕр çын сахалтарах вилнĕ. Патăрьел, Пикшик, Нăрваш Шăхаль, Сăкăт ял тăрăхĕсенче çут тĕнчене килекенсем унтан уйрăлакансенчен сахалтарах. Шăнкăртам ял тăрăхĕнче вара çуралакансем вилекенсенчен икĕ хут ытларах!

Тепĕр кăмăллă пулăмра та чарăнса тăрас килет. Арçынсен вăтам пурнăç çулĕ 4 çул (62 çул), хĕрарăмсен вара 8 çул (81 çул) ÿснĕ. Савăнмалăх пур.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 февраля 2008
00:00
Поделиться