Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнтерÿпе кĕтетпĕр

Тутар Республикинчи Мамадыш хулинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе федерацин Атăлçи округĕнчи ăмăрту иртнĕ. Унта 1991-1993 çулта çуралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем хутшăннă. 17 командăран Чăваш Республикин пĕрлештернĕ ушкăнне çитекенни пулман: çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ. Çитĕнÿре Сител ялĕнче çуралнă, халĕ Шупашкарти Олимп резервĕсем хатĕрлекен училищĕре вĕренекен А.Лисицынăпа Первомайскинчи вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен И.Клементьева тÿпи те пур: Алевтина иккĕмĕш, Ирина виççĕмĕш вырăнсене тухма пултарнă.

Халĕ вĕсем Мускав облаçĕнчи Чехов хулинче, апрель уйăхĕнче, иртекен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăва хутшăнма путевкăсем çĕнсе илчĕç.

Алевтинăн çитĕнĕвĕсем çинче уйрăммăн чарăнса тăрасшăн. Сител хĕрĕ 1993-1994 çулта çуралнă хĕр ачасем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе Швецинче иртекен Пĕтĕм тĕнчери турнира хутшăнма хатĕрленет. Алевтинăна Раççейĕн пĕрлештернĕ командине кĕртнĕ. Çак чыса вăл Раççей шайĕнчи ăмăртура çĕнтернĕшĕн тивĕçнĕ. Çамрăк хĕр ăсталăхне ÿстерес тĕллевпе нарăс уйăхĕн 23-мĕшĕнчен пуçласа пуш уйăхĕн 6-мĕшĕччен тренировкăсене Мускавра ирттерĕ. Швецинчен Алевтинăна çĕнтерÿпе кĕтетпĕр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 февраля 2008
00:00
Поделиться