Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ЯНВАРЬ кăтартăвĕсем савăнтараççĕ

Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров республика Правительствин членĕсемпе тата федераци ведомствисен территори органĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Шупашкарта хăвăрт утас енĕпе Тĕнче кубокĕн ăмăртăвĕсем иртнĕ вăхăтра Çĕнтерÿ кунне халалланă уяв мероприятийĕсем те пулĕç. Республика пуçлăхĕ унта спорт делегацийĕсен представителĕсем те йышлă хутшăнассине пĕлтернĕ. Çавна май Сергей Гапликов премьер-министра уяв программине пуянрах тума хушусем панă.

Çав вăхăтрах Чăваш Ен тĕп хулинче салютсен тата фейерверксен виçĕ кунлăх фестивальне ирттерме палăртнă. Кунашкал фестиваль Шупашкарта пĕрремĕш хут иртĕ. Николай Федоров палăртнă тăрăх, вăл пĕрмаях пуласси питĕ пĕлтерĕшлĕ: “Çак проект чăваш çĕрĕ çине тата нумай-нумай туриста илĕртĕ”.

2008 çулăн пĕрремĕш уйăхĕ финанс тĕлĕшĕнчен ыррине шантарать. Федерацин налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçи Аркадий Дергачев малтанхи кăтартусем тăрăх кăрлачра пур шайри бюджетра тата бюджет тулашĕнчи фондсенче 2 миллиард та 671 миллион тенкĕ пухăннине пĕлтернĕ. Çав шутра республика бюджетне 563, 36 миллион тенкĕ кĕнĕ. Çакă палăртнин 108, 7 проценчĕ, иртнĕ çулхи кăрлач уйăхĕн шайĕнчен 39 процент нумайрах. Малтан шутланă пекех лайăх динамика палăрать, тенĕ Аркадий Дергачев.

Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен министрĕ Алла Стальская пĕлтернĕ тăрăх, 2008 çулхи февралĕн 4-мĕшĕнчен республикăри район-хулара вырăнти объектсем хирти условисенче ăçта вырнаçнине палăртмалли ĕçсем (вырăнти объектсене геодези хатĕрĕсемпе ÿкересси) пуçланаççĕ. Çак ĕçсене Чăваш Республикин районĕсенчи ялсен электрон карттине тăвас тĕллевпе конкурсра çĕнтернĕ ятарлă организаци – “Меридиан Ç” аэрогеодези наукăпа производство предприятийĕ тулли мар яваплă общество (Мускав хули) пурнăçлĕ.

Иртнĕ çул республикăра сывлăшра ÿкерÿ ĕçĕсем ирттернĕ. Çавна май муниципалитет пĕрлĕхĕсен ортофотопланне хатĕрлеме май килнĕ. Халĕ çак материалăн электрон версине хатĕрлеççĕ.

Электрон карттисемпе çĕр мониторингне тытса пырас, ял хуçалăхĕнче усă куракан çĕрсен территори çĕр йĕркелĕвне хатĕрлес ĕçре патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем усă курĕç. Унашкал карттăсем пур шайри администраци пайланăвĕн объекчĕсене, урамсене, ял-хуласене кĕрекен çулсене, муниципалитетсен район территорийĕсенчи автоçул тытăмĕсене, рельеф объекчĕсене, гидрографи тата гидротехника сооруженийĕсене, промышленность тата инженери, социаллă инфратытăмăн тата чукун çул тытăмĕн объекчĕсене кăтартакан тĕп материал пулса тăраççĕ.

Алла Стальская çÿлерех асăннă ĕçсене вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлас тесен “Меридиан +” аэрогеодези наукăпа производство предприятийĕн представителĕсене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен кирлĕ пулăшупа тивĕçтермелле тенĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 февраля 2008
00:00
Поделиться