Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял тăрăхĕсенче

Турхан. Ялти тĕслĕх вулавăшĕнче ял тăрăхĕн активĕпе канашлу ирттернĕ. Унта вырăнти депутатсем, предприяти, учреждени, организаци ертÿçисем, хĕрарăмсен канашĕн членĕсем, предпринимательсем хутшăннă.

Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри кăçалхи хĕллехи тата çурхи ейÿ тапхăрĕнче автомобиль транспорчĕсене çулпа чăрмавсăр çÿреттересси, килти хушма хуçалăхран тасатса илсе тухнă юра аслă çул çине тăктармалла марри тата вырăнта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăхăнмалли çинчен.

Канашлура ял тăрăх пуçлăхĕ А.Сымов тата ытти тухса калаçакансем Турхан ял тăрăхĕн ĕçченĕсем РФ Президенчĕн суйлавне пĕр çын пек пулса хастар хутшăнмаллине каланă.

Хирти Пикшик. Ял тăрăхĕнчи Тикешре граждансен пухăвĕ пулнă. Пухура 2007 çулхи ĕç-хĕл тата кăçалхи плансем çинчен Хирти Пикшик ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Маркиданов отчет туса панă.

Граждансен пухăвне “Малалла” кооператив ертÿçи М.Петров, Аслă Чемен ял тăрăх пуçлăхĕ Г.Медведев, “Россельхозбанк” управляющийĕ Л.Егорова, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕн директорĕ В.Барышников, Патăрьелĕнчи “Паттăр” спорткомплекс директорĕ А.Краснов хутшăннă, ял тăрăх ĕçне хакланă, сĕнÿсем панă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 февраля 2008
00:00
Поделиться