Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Социаллă аталану стратегине сÿтсе явнă

Раççей Федерацийĕн Правительствин Председателĕн пĕрремĕш çумĕ Дмитрий Медведев ертсе пынипе Раççей Президенчĕ çумĕнчи приоритетлă наци проекчĕсемпе демографи политикине пурнăçлассипе ĕçлекен Канаш ларăвĕ иртнĕ.

Ларăва уçнă май пĕрремĕш вице-премьер социаллă сферăна аталантарас енĕпе вĕрентÿпе сывлăх сыхлавĕнчи регион проекчĕсене пурнăçлани те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. Вăл палăртнă тăрăх, вĕрентĕве çĕнетес енĕпе комплекслă проектсене ĕçе кĕртме тытăннă регионсенче шкулсен пурлăх никĕсĕ тĕрекленнĕ, учительсен тупăшĕ ÿснĕ, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисем хушшинче сывă конкуренци пулмалли условисем йĕркеленнĕ.

Д.А.МЕДВЕДЕВ:

“Чăваш Республики вĕрентÿпе сывлăх сыхлавĕ енĕпе малта пыракансен шутĕнче. Унăн мĕн кăтартмалли, паллаштармалли пур. Çак пуян опыта ытти регионсене çитерсе, вырăнти условисене кура усă курасси пирки калаçу пырать».

Дмитрий Медведев ку тапхăрта вĕрентÿ тивĕçтерĕвĕсен пахалăхне тулаш енчен хак паракан меслетсене йĕркелесси çине тимлĕ пăхма сĕннĕ. Çак сферăна çĕнетессин тĕп тĕллевĕ – Раççей ачисене, вĕсем ăçта пурăннине пăхмасăр, пахалăхлă пĕлÿ илме май туса парасси, тенĕ вăл.

Регионсенче сывлăх сыхлавне çĕнетмелли пилотлă проектсем пирки сăмах хускатсан, пĕрремĕш вице-премьер ĕçлемен çынсене медпулăшу пама тата медработниксен шалăвне ÿстерме укçа ытларах уйăрнине палăртнă.

Дмитрий Медведев сывлăх сыхлавне çĕнетмелли çĕнĕ меслетсене ĕçе кĕртнĕ чухне татса памалли тĕллевсене пĕтĕмлетнĕ. Ку вăл – медпулăшу памалли пĕрлĕх стандартсене ĕçе кĕртесси, профилактикăллă медицинăна аталантарасси, страх-полиссене пур çĕрте те пĕр пек çÿретесси тата медучрежденисен хăйтĕллĕнлĕхне анлăлатасси.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 февраля 2008
00:00
Поделиться