Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пултаруллă тренер, ăста ертÿçĕ

Ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе чăваш арĕсемпе хĕрĕсем Раççейре çеç мар, тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче те хăйсене кăтартма пултарчĕç. Паллах, вĕсен çитĕнĕвĕсенче тренерсен тÿпи капашсăр пысăк. Шăпах çакăн пек вĕрентÿçĕ те ĕнтĕ Владимир Михайлович Семенов. Çÿллĕ те тĕреклĕ, патвар юмана аса илтерекен чăваш хастарĕн ачалăхĕ Каншел, Анат Чакă ялĕсенче иртнĕ. Аслă Арапуç шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра М.Зейнетдинов физкультура учителĕ çамрăка ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен секцине çÿреме сĕннĕ. Тренировкăсенче тар тăкни сая кайман, ял ачи Раççей шайĕнчи ăмăртусенче кĕмĕл медаль çĕнсе илни хăех мĕне тăрать! Çавăнтанпах ĕнтĕ Владимир Михайловичшăн кĕрешÿ чун йăпатмăш та, юратнă ĕç те: студент çулĕсенче те, кайран та çак спортран пĕр шит те уйрăлман. Обществăлла ĕçсенче те сатур, темиçе çул хушши ĕнтĕ Шупашкарти Патăрьел ентешлĕхне ертсе пырать, район пурнăçне те хастар хутшăнать.

Владимир Михайлович 40 ытла СССР тата Раççей спорт мастерĕ хатĕрленĕ. Çавăн пекех районта унăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе республика шайĕнчи ăмăрту иртекенччĕ. Кăçал вара çак ăмăртун сумĕ тата ÿсрĕ, Пĕтĕм Раççейри турнир шайне çитрĕ. Паян Шупашкарти “Спартак” Спорт çуртĕнче 18-20 çулсенчи кĕрешекенсем Чăваш Республикин нумай хутчен чемпионĕн, В.И.Чапаева асăнса ирттернĕ Пĕтĕм Союз çĕнтерÿçи пулнă, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕн, Раççей спорт мастерĕн В.Семеновăн парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшаççĕ.

Владимир Михайлович шăпах 50 çул тултарать. Эпир те хамăр ентеше юбилей ячĕпе саламласа çирĕп сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 февраля 2008
00:00
Поделиться