Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Командăра пирĕн район кĕрешÿçисем те пур

Февралĕн 8-10-мĕшĕсенче Ханты-Манссийск автономи округĕнчи Нефтеюганск районĕнче пирĕн кÿршĕ, Елчĕк чăвашĕ, Владимир Николаевич Семенов парнине çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Пĕтĕм Тĕнчери I турнирĕ иртет. Ентеш çак район пуçлăхĕ, Нефтеюганск хулин хисеплĕ гражданинĕ, округра ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен Федераци президенчĕ.

Пысăк пĕлтерĕшлĕ турнира Чăваш Республикинчен те чыслă та хисеплĕ спортсменсем хутшăнĕç. Вĕсем хушшинче пирĕн район кĕрешÿçисем те пур. А.Цветковпа В.Фомин хăйсен виçе категорийĕсенче пысăк çитĕнÿ туса таврăнасса Патăрьелсем шансах тăраççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 февраля 2008
00:00
Поделиться