Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Инкек-синкекрен сыхланас тĕллевпе

Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен тăрринче тем хулăнăш юр выртать. Вăл хăйĕн йывăрăшĕпе çурт тăррине ишсе антарма та, урăхла инкек кăтартма та пултарать. Çавăнпа та ял тăрăх пуçлăхĕ ятарласа инкек-синкекрен сыхланас тĕллевпе хушу кăларнă. Унпа килĕшÿллĕн “Управляющая компания “Уют” тулли мар яваплă обществăн тата “Батыревское ЖКХ” муниципаллă унитарлă предприятин нумай хваттерлĕ çурт тăррисенчи юра тасатассине йĕркелемелле. Çак ĕçех организаци-предприятисенче те пурнăçламалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 февраля 2008
00:00
Поделиться