Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕллехи футбол

Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулăн спорт площадкинче хĕллехи мини-футболла выляса 5-6-мĕш классенче вĕренекен арçын ачасен хушшинче мала тухмалли ăмăрту иртрĕ. Унта Треньелĕнчи, Турханти, Сăкăтри, Çĕньялти тата Нăрваш Шăхалĕнчи шкулсен командисем килчĕç. Çамрăк спортсменсене районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçи В.Осипов, спортшкул директорĕ В.Платонов, Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул директорĕ В.Платонова саламларĕç, ăнăçу сунчĕç.

Площадкăна чи малтан Çĕньялсемпе Треньелсем тухрĕç. Вăйăра çамрăк футболистсем хăйсене ятлă футболистсем пекех тыткаларĕç. Треньелсем еплерех тăрăшса вылярĕç пулин те 3:0 шутпа выляса ячĕç. Анчах та вĕсем тепĕр вăйăра тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕç. Нăрваш Шăхальсем епле тăрăшрĕç пулин те вăййа 1:1 шутран ирттереймерĕç.

Куракансемшĕн Турхансемпе Сăкăтсем выляни уйрăмах кăсăклă пулчĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин хапхине мечĕк хыççăн мечĕк кĕртсе чăннипех çивĕч кĕрешрĕç. Çапах та Турхансем вăйлăрах иккен, вăййа 4:2 шута çитерсе вĕçлерĕç.

Хуçасем ытти командăсенчен выляса илсе Çĕньялсемпе пĕрремĕш вырăншăн тупăшма тухрĕç. Вăйă питĕ те сыхлануллă пуçланчĕ, мĕншĕн тесен вĕсем пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ. Çапах Шăхалĕнчи шкул команди çĕнтерчĕ. Вăлах пур командăран та выляса илсе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Çĕнтерÿçĕ-командăна кубок тата диплом парса чысларĕç. Иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсене йышăннă Çĕньялти тата Турханти шкулсенчи командăсене дипломсемпе хавхалантарчĕç. “Чи лайăх вылякан” ята хуçасен командинчи А.Яковлев тивĕçрĕ.

Çитес уйăхра çĕнтерÿçĕ-командăн Шупашкарта республикăра мала тухмалли ăмăртăва хутшăнмалла пулать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 февраля 2008
00:00
Поделиться