Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ертÿçĕсем– ĕçлĕ тĕл пулура

Росгосстрах страхлакан компанин Патăрьел уйрăмĕнче 53 страховани агенчĕ ĕçлет. Иртнĕ çул вĕсем тĕрлĕ енлĕ страхлас енĕпе умма лартнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçларĕç. Кашни агент хăйĕн участокĕнчи страхователь патне вăхăтра çитме тăрăшрĕ. Вырăнти çынсен пурнăçне тĕплĕн пĕлнипе те çыхăнчĕ çакă. Районти çурт-йĕрпе пурăнакан 13000 хуçалăхран 11 пин ытла килĕшÿ тума пултарни кăмăллă. Ĕçлемешкĕн ĕç условийĕсем те тивĕçтереççĕ. Районти кирек хăш яла та асфальтлă çул çитет. Малашлăхра район ертÿçисем урамсенчи çулсемпе ĕçлесшĕн. Автобус маршручĕсем уçнă. Халăхра укçа çук мар. Чылайăшĕ çĕрпе ĕçлеççĕ. Халĕ выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, сăвакан ĕнесем тытасси çине куçса пыраççĕ. Ĕç, пенси укçине, ача пособине вăхăтра илетпĕр. Талонсен тапхăрĕ тахçанах иртнĕ, çăкăр черечĕ çук. Ĕçшĕн кирпĕч, кунчаллă калуш памаççĕ тата ытти те. Çавăнпа иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетекен канашлу та кăмăллă иртрĕ. Унта сăмах илнĕ район пуçлăхĕ Н.Глухов малашлăхри тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Район юлашки çулсенче тунă ĕç-хĕле тишкерчĕ. Юхма Ен тăрăхĕнче ĕçе юратакан халăх пурăннăран кĕске вăхăтрах физкультурăпа спорт комплексĕ, пурăнмалли çурт-йĕрсем çĕкленнине, тикĕс çул-йĕрсем сарăлнине палăртрĕ. Унчченрех талăкра 7-8 тонна йышăнакан сĕт завочĕ халĕ 43 тонна йышăнма пултаракан хăватпа ĕçленине пĕлтерчĕ. Хуçалăх уй-хирне çĕнĕ йышши техника çитнине асăнчĕ. Пурнăç кунсерен лайăхланса пынине палăртрĕ. Ульяновск облаçĕнчи хăш-пĕр ялсенчех газпа усă кураймаççĕ. Пирĕн вара çак ырлăх пур çĕре те çитнĕ. Çĕнĕ урамсенче электричество çути çунать. Чăваш Республики Президенчĕ наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессине мала хунăран, шкул, сывлăх учрежденийĕсене çĕн сывлăш кĕрсех тăрать, вĕсем ку чухнехи оборудованисемпе пуянланаççĕ.

Суйлав ыйтăвне те çĕклерĕ Н.Глухов. Тĕллевлĕ программăсем малашне те ĕçлеччĕр тесен вĕсене хывакан укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Район бюджетĕнчипе пурăнма çеç çителĕксĕр. Республикăран, Раççейрен уйăраканни курăмлă. Çÿлти шайри ертÿçĕсемпе пĕр шухăшра пулмасан пулăшăвĕ тивĕçместех. Çавна шута илсе сасăлава хутшăнмаллине палăртрĕ.

Росгосстрахăн Чăваш Енри филиалĕн директорĕ А.Пирожков та район йĕркеллĕ аталанса пынине страховани агенчĕсен ĕçĕ-хĕлĕнче курса хакларĕ. Патăрьелсем Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр хулисенче пурăнакансенчен ытларах автомашина тытнине асăнчĕ. Ялсенче çĕнĕ урамсем ÿснине çирĕплетрĕ. Шăнкăртамах епле сарăлать. Май пуртанах килти хушма хуçалăха аталантарма кредит илнине аса илчĕ.

Юлашкинчен тĕл пулăва пĕтĕмлетсе Росгосстрах страхлакан компанин ертÿçи А.Кузюкова сăмах каларĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 февраля 2008
00:00
Поделиться