Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Д.Медведевăн йышăну пÿлĕмĕ ĕçлеме пуçланă

РФ пĕрремĕш вице-премьерĕн, РФ Президенчĕн кандидачĕн Дмитрий Медведевăн йышăну пÿлĕмĕ ĕçлеме пуçланă. Ăна йĕркелекенсем каланă тăрăх, çакă пиар-акци мар, граждансен çĕр-шывăн тĕп постне йышăнма хатĕрлекенпе тÿрремĕн çыхăну тытмалли механизм.

Йышăну пÿлĕмĕн ертÿçине РФ Патшалăх Думин граждан, арбитраж, процесс саккунĕсемпе уголовнăй саккунсем кăларакан комитечĕн председательне Павел Крашенникова çирĕплетнĕ. Вăл асăннă тытăма “Единая Россия” парти сĕннипе “тĕпе хурса саккунпа килĕшÿллĕн йĕркеленине” палăртать.

Д.Медведевăн йышăну пÿлĕмĕ тĕрлĕ енлĕн ĕçлĕ. Пĕрремĕшĕ, вăл Президент кандидачĕ патне ыйтупа е сĕнÿпе килнĕ граждансене тÿрремĕн йышăнĕ. Çавăн пекех “Хĕрÿ лини” ĕçлĕ – телефонпа та вăл е ку хыпара пĕлтерме май килĕ.

Иккĕмĕшĕнчен, влаç партийĕн кандидачĕн йышăну пÿлĕмĕн ĕç-хĕлĕн планĕпе килĕшÿллĕн, ятарлă аналитика ушкăнĕ пулĕ. Вăл граждансен ыйтăвĕсене пĕтĕмлетĕ, патшалăх тата федераци субъекчĕсен влаç тытăмĕн ĕç-хĕлĕнчи çитменлĕхсене палăртĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 февраля 2008
00:00
Поделиться