Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çитĕнÿсем курăмлă

Çулталăк пуçламăшĕнче республикăн иртнĕ çулхи социаллă-экономикăллă аталанăвне пĕтĕмлетесси йăлана çирĕп кĕчĕ. Çакă пирĕн вулакансене те кăсăклантарать. Вĕсем республика шайĕнче ку енĕпе пирĕн район миçемĕш вырăн йышăннине, мĕнле çитĕнÿсем пуррине тата проблемисем пирки пĕлесшĕн. Çак ыйтусене тулли хурав парас шутпа пирĕн корреспондент ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илÿ министерствин специалисчĕпе çыхăннă.

Статистика кăтартăвĕсем тăрăх, пирĕн район чылай отрасльпе малтисен ретĕнче пулни курăнать. Республикăра туса илекен тĕш тыррăн 10 процентне, çĕр улмин 20 процентне, сахăр кăшманĕн 50 процентне яхăн пирĕн район çитĕнтерет. “Красное знамя”, “Малалла”, “Исток”, “Звезда”, “Батыревский”, “Труд”, Ленин ячĕллĕ хуçалăхсем, Патăрьелĕнчи чăх-чĕп ĕрчетекен станци, улма-çырла питомникĕ республикăри “Чи лайăх 100 предприяти” клуб членне кĕме пултарчĕç. Килти хушма хуçалăха аталантарассипе те ырă улшăнусем самаях. 2300 çемье çăмăллăхпа усă курса 375 пин тенкĕ кредит илнĕ. Районта 20 ял хуçалăх кооперативĕ йĕркеленнĕ.

Çул тăвассипе пĕлтĕр нихçанхинчен лайăхрах ĕçленĕ. ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн “Чăваш Республикинче автомобиль çулĕсене тăвассине вĕçлемелли мерăсем çинчен” йышăннă Указĕпе килĕшÿллĕн 40 километр асфальт сарнă. Çакă 90-мĕш çулсенчипе танлаштарсан темиçе хут пысăкрах.

Çурт-йĕр тăвассипе те ырă улшăну сисĕнет. 26 пин ытла тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă, 2006 çулхинчен 17, 1 процент нумайрах. 2005 çулта 16 пин тăваткал метр пулнă. 176 çемье çĕнĕ пÿрте пурăнма куçнă. Пĕтĕмĕшле пĕлтĕр тĕрлĕ программăпа çурт-йĕр çавăрма е туянма, каялла тавăрса памалла мар 15 миллион тенкĕ субсиди илнĕ.

2007 çулта халăха 132474, 1 пин тенкĕлĕх тÿлевлĕ пулăшу панă. Çакă 2006 çулхипе танлаштарсан 3, 9 процент пĕчĕкрех. Пысăк тата пĕчĕк организацисемпе илсен тÿлевлĕ пулăшу калăпăшĕ 124387, 5 пин тенкĕпе танлашать, пĕлтĕрхинчен 4, 9 процент пĕчĕкрех.

Ваккăн суту-илÿ тавар çаврăнăшĕ мĕн пур каналсемпе илес пулсан 662, 9 миллион тенкĕпе танлашнă, танлаштаруллă хаксемпе илес пулсан 24, 5 процент пысăкрах. Пысăк тата вăтам организацисемпе илес пулсан ваккăн суту-илÿ тавар çаврăнăшĕ 269262 пин тенкĕ пулнă, танлаштаруллă хаксемпе пĕлтĕрхинчен 18, 5 процент пысăкрах.

Обществăлла апатлану предприятийĕсенчи тавар çаврăнăшĕ 240297 пин тенкĕпе танлашнă, танлаштаруллă хаксемпе илсен 48, 3 процент ÿснĕ. Пысăк тата вăтам организацисемпе илсен 17326, 0 пин тенкĕ пулнă, танлаштаруллă хаксемпе 9, 5 процент пысăкрах.

Ĕç укçи те ÿссех пырать. Районта пурăнакан кашни çыннăн иртнĕ çулхи январь-ноябрь уйăхĕнчи вăтам ĕç укçи 5666, 7 тенкĕпе танлашнă. Çакă республика шайĕнчен (8493, 6 тенкĕ) пĕчĕкрех, анчах республикăри 15 районпа илес пулсан пысăкрах, Вăрнар хыççăн иккĕмĕш вырăнта.

Ваккăн суту-илÿ тавар çаврăнăшĕпе, тÿлевлĕ пулăшу парассипе, укçа-тенкĕ тупăшĕпе илес пулсан Юхма Енре пурăнакансен пурнăçĕ лайăхланни палăрмаллах сисĕнет. 2006 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнченпе ĕç укçи тÿлессипе те парăм çук.

Груз турттаракан автомобильсемпе 275, 6 пин тенкĕлĕх тиев турттарнă. Вăл шутра коммерци никĕсĕ çинче 2, 7 пин тенкĕлĕх. Груз турттаракан автомобильсен тиев çаврăнăшĕ 8758, 7 пин тонна-километрпа танлашнă. Вăл шутра коммерци никĕсĕ çинче 132, 1 пин тонна-километр.

Харпăр хăй таварне тиесе ăсатнин, шултра тата вăтам организацисем харпăр хăй вăйĕпе ĕç тунин тата тивĕçтернин электроэнерги, газ, шыв туса кăларса валеçнин физикăллă калăпăшĕн индексĕ 2007 çулта 2006 çулхин 142, 4 проценчĕпе танлашнă.

Районти шултра тата вăтам организацисенче ĕçлекенсен списокри вăтам йышĕ 2007 çулхи январь-ноябрьте 5, 6 пин çын пулнă, ку вăл 2006 çулхи çав тапхăртинчен 8, 9 процент сахалрах.

Район сĕт суса илессипе республикăра çиччĕмĕш вырăн йышăнать, аш-какай туса илессипе – саккăрмĕш.

Пĕтĕмĕшле илсен министерство аналитикĕсем Патăрьел районĕнче экономика лару-тăрăвĕ лайăхланса пынине палăртрĕç, çав вăхăтрах палăрмалла аталанса пыма май пуррине те пытармарĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 февраля 2008
00:00
Поделиться