Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ялти вулавăша - 35 çул

Шăп та лăп 35 çул каялла нарăсăн пĕрремĕш кунĕнче вăрман тăрăхĕнчи Шăхачра ял библиотеки уçăлнă. Çак ятпа хăтлă та кăмăллă тĕслĕх вулавăшĕнче “Всех зовем в книжный дом” ятпа “çавра сĕтел” тавра вулакансемпе ăшпиллĕ калаçу йĕркеленĕ. Нумай çул ĕнтĕ ял халăхне пĕлÿ çăл куçĕн тĕнчипе çыхăнтарса тăракан Р.Горшкова заведующи юбилея пуçтарăннă вулакансене çак паллă кун ячĕпе саламланă, туслă çыхăнăва малашне те çирĕплетсех пымаллине каланă.

Кĕнеке тусĕсене ял тăрăх пуçлăхĕ Н.Ляпкин, “Мир” кооператив ертÿçи В.Ильина тата ыттисем те юбилейпа саламласа ырă суннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 февраля 2008
00:00
Поделиться