Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Туçа хастарĕн кĕнеке презентацийĕ

Туçа тăрăхĕ яланах сăмах ăстисемпе, çыравçăсемпе пуян пулнă. Халăхшăн пысăк та пархатарлă ĕç тăваççĕ вĕсем. Иртнĕ эрнекун, акă, Патăрьелĕнчи тĕслĕх вулавăшĕнче Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕн, çак ял хастарĕн Валерий Иванович Салминăн “Село: человек на гребне реформ” ятпа пысăк калăпăшлă, хытă хуплашкаллă кĕнекен презентацийĕ пулнă. Автор 90-мĕш çултан пуçласа район экономикин аталанăвне, пысăк специалист ăс-тăнĕпе тĕплĕн анализлесе çырса кăтартнă. Кĕнекеçĕ “Единая Россия” партин активлă членĕ пулнă май презентацие “Единая Россия” политика партин районти уйрăмĕн ертÿçи А.Казенов та хутшăннă, парти членĕн пархатарлă творчество ĕçне пысăка хурса хакланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 февраля 2008
00:00
Поделиться