Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Иван Майкова асăнса

Çынна ырă тăвакан – халăх асне юлакан теççĕ чăвашсем. Ку чăнах та çапла. Чăваш Ишекре çуралса ÿснĕ Иван Майкова районта çеç мар, республикăра та чылайăшĕ пĕлнĕ. Шупашкарти аш-какай комбинатĕнче слесарьте ĕçлеме пуçласа хăй йĕркеленĕ производство фирмин директорĕ таран ÿснĕ вăл. Ĕçре çеç мар ытти çĕрте те харсăр пулнă. Спортра та çитĕнÿсем тунă. Кире пуканĕ йăтас, кĕрешес, штанга çĕклес, каратэ, волейбол, спортăн тата ытти тĕсĕпе палăрнă, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса çĕнтернĕ, СССР спорт мастерĕн нормативне тултарнă. Вăл хăй пурăнакан микрорайонта çамрăксен хушшинче ăмăртусем çине-çинех йĕркеленĕ, тĕрлĕ секци уçса вĕсене ертсе пынă. Хăйĕн укçи-тенкипе Чăваш Ишекре тата Шупашкарта хăй пурăнакан микрорайонти аш-какай комбиначĕн пĕр общежитийĕнче спортзал уçнă.

Шел, хастар чăваш пĕлтĕр çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлчĕ. Анчах Иван Майковăн ырă ĕçĕсем асрах. Çакна шута илсе унăн тус-юлташĕсем, спорта юратакансем И.Майков вилнĕренпе çулталăк çитнине асра тытса вăл килĕштернĕ волейбол енĕпе республика турнирне ирттерме йышăннă.

Ăмăрту Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 5-мĕш спорт шкулĕн залĕнче иртнĕ. Турнира 5 команда – “Медик” (Шупашкарти стоматологсен команди, капитанĕ – Юрий Зорин), “Химик” (Патăрьел районĕнчи “Сельхозхими” команди, Сергей Долгов), “Звезда” (Шупашкарти предпринимательсен команди, Сергей Матвеев), “Рыболов” (Кÿкеçри пулăпа суту-илÿ тăвакан фирма команди, Александр Портнов), “Находка” (Канашри предпринимательсен команди, Радик Евдокимов) хутшăннă. Хĕрÿ тупăшура “Находка” команда мала тухнă, “Химикпе” “Звезда” иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Çапла вара Канашсем Иван Майкова асăнса ирттернĕ турнирăн куçса çÿрекен Кубокне пĕрремĕш илнĕ.

Чăваш наци конгресĕн ĕçтăвком председателĕ Константин Портнов, Шупашкарти ентешлĕхсен канашĕн хастарĕ Анатолий Шагаров, “Спартак” стадион директорĕ Иннокентий Кошкин, Иван Майковăн мăшăрĕ Лидия турнира хутшăнакансене саламласа каланă сăмахсем чăваш халăхĕ мухтавлă ывăлĕсене яланлăхах асра хăварнине уçăмлă çирĕплетрĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 февраля 2008
00:00
Поделиться