Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă ĕçсен çулталăкĕшĕн ваттисем те кăмăллă

Тĕп хуламăрти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш Патшалăх университечĕн пысăк квалификациллĕ специалисчĕсем ку таранччен те пирĕн районта чылай хутчен пулса халăха йышăннă, вĕсене сывлăха çирĕплетме кирлĕ сĕнÿ, пулăшу панă. Хальхинче вара вĕсем Хирти Пикшик ял тăрăхĕнчи халăха савăнтарнă. Акушер-гинеколог, гастроэнтереолог, кардиолог, уролог, терапевт-пульмонолог, эндокринолог тата педиатр Хирти Пикшикри пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче 350 çынна тÿлевсĕрех йышăннă.

– Çакă чăнах та ваттишĕн те, вĕттишĕн те питĕ пысăк, çав вăхăтрах ырă ĕç, – тав тунă специалистсем патĕнче пулнă кашни çын.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 февраля 2008
00:00
Поделиться