Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ырă ĕçсем нумай пулччăр

Патăрьелсем Республика Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн йышăннă “Ырă ĕçсен çулталăкне” чăнласах та ырă ĕçсенчен пуçланă. Çак кунсенче çеç, акă, пирĕн ентешсем пулăшнипе Патăрьелĕнче тăвакан çĕнĕ чиркÿ куполне туянма 500 пин тенкĕ укçа пуçтарнă. Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕнче район пуçлăхĕ Н.Глухов çакнашкал тĕслĕхсене татах та илсе кăтартнă, пархатарлă ĕçе малалла тăсма сĕннĕ.

Планеркăра хальхи вăхăтра район пурнăçĕпе, аталанăвĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă. Хуçалăхсенче отчетпа суйлав пухăвĕсем малалла тăсăлаççĕ, çав вăхăтрах вĕсенче çурхи ака-суха ĕçне хатĕрленес тапхăр та пырать. Паян районĕпе мĕн пур вăрлăхăн 80 проценчĕ кондициллĕ, сакăр хуçалăхра вара вăл çĕр проценчĕпех кондицие ларнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 февраля 2008
00:00
Поделиться