Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

75-13. Çакăн пек шутпа Медведев Зюганова çĕнтерĕ

ВЦИОМ тĕпчевĕ тăрăх, Президент суйлавĕнче Дмитрий Медведевшăн сасăлакансен йышĕ 2004 çулта Владимир Путиншăн сасăланинчен пысăкрах пулĕ. Суйлава хутшăннисен шучĕ те ÿсĕ (Дума суйлавĕнчен те ытларах).

Социологсен прогнозĕпе Дмитрий Медведевшăн суйлавçăсен 74, 8 проценчĕ сасăлĕ. Çакă 2004 çулта В.Путиншăн сасăланинчен ытларах. Тĕпчевçĕсем çакна хальхи Президент витĕмĕ тесе шутлаççĕ.

– Маларах эпир “Эсир политиксенчен кама ытларах шанатăр;” темăпа ыйтăм ирттертĕмĕр. Ыйтса пĕлнисенчен пысăк пайĕ (60 процент) Путина тесе хуравларĕç, – çапла ăнлантарать ВЦИОМ генеральнăй директорĕ Валерий Федоров. – Медведева 30 процент асăннăччĕ. Çапла майпа халăх паянхи Президента ытларах шанни палăрнăччĕ. Суйлавçăсен шухăш-кăмăлĕ Дмитрий Медведев енне сулăнни Путин унăн кандидатурине сĕннипе тÿрремĕнех çыхăннă.

Иккĕмĕш вырăншăн çĕр-шывăн тĕп коммунисчĕ Геннадий Зюганов тата РЛДП лидерĕ Владимир Жириновский тупăшĕç. Анчах вĕсен кăтартăвĕ 10 процентран кăшт кăна иртĕ. Раççей демократи партийĕ сĕнекен кандидатшăн Андрей Богдановшăн граждансен 0, 9 проценчĕ кăна сасăлĕ. Тĕрĕсрех каласан Президент суйлавĕн пулма пултаракан кăтартăвĕсем 2004 çула аса илтереççĕ. Ун чухне Путин конкурентсене палăрмаллах хыçа хăварса çĕнтерчĕ. Медведева, ыйтăм кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн, общество “шанăç кÿрекен политик” вырăнне хурать.

ВЦИОМ кашни кандидатăн суйлавçин сăнарне хатĕрленĕ. Федоров сăмахĕсем тăрăх, Жириновскишĕн ытларах çамрăк арçынсем сасăлаççĕ, Зюгановшăн – пенсионерсем, пенси çулне çывхаракан аслă пĕлÿ илмен çынсем. “Медведевăн электорачĕ питĕ витĕмлĕ пулнăран ăна е кăна палăртма йывăр”, – тенĕ социолог.

Суйлав кăтартăвĕ халех уçăмланнăран сасăлакансен йышĕ тĕлĕнмелле нумай пуласси куç кĕрет. Прогноз тăрăх, пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче Раççей çыннисен 70, 7 проценчĕ сасăлĕ (Патшалăх Думин иртнĕ суйлавне 63, 7 процент хутшăннă).

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 февраля 2008
00:00
Поделиться