Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юр çинче те пĕлсе çÿремелле

Чăваш Республикинчи Гостехнадзор приказĕпе килĕшÿллĕн, республикăра “Снегоход” операци ирт-тереççĕ. Вăл февралĕн 15-мĕшĕчченех пырать. Унăн тĕллевĕ – “Буран” йышши юр çинче çÿрекен техника инкек-синкек ан кÿтĕр тесе тăрăшасси, çакăн евĕрлĕ техникăна юсавлă тытасси, тавралăха вараласран сыхланасси.

Операцие ирттерме тата пĕтĕмлетме комисси туса хунă, тĕрĕслевсен планне хатĕрленĕ. Тĕрĕслев вăхăтĕнче водительсем регистраци правилине пăхăннине, патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр тухнине, çакăн йышши машинăпа çÿреме права пуррине шута илеççĕ, машина кивелнипе кивелменнине, юрăхсăрлăхне, ăна шутран кăларма юранипе юраманнине палăртаççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 января 2008
00:00
Поделиться