Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ЮХМА МИШШИ ПĔТĔМ ТĔНЧЕРИ ОРДЕНА ТИВĔÇНĔ

ЧĂВАШ халăх писательне Юхма Мишшине чикĕ леш енче те лайăх пĕлеççĕ. Çакна унăн хайлавĕсене 114 чĕлхене куçарниех çирĕплетет.

Михаил Николаевичăн пултарулăхне, тăван халăхшăн пурнăçланă ĕçĕсене Чăваш Енре тивĕçлипех хакланă. Çыравçа акă тĕнче шайĕнчи награда та чылай кĕттермерĕ. Нумаях пулмасть Мускавра Информатизацин пĕтĕм тĕнчери академийĕ чи тăрăшуллисене палăртнă. Вĕсен хушшинче Юхма Мишшин ячĕ те пур. “Информаци обществине аталантарас ĕçре тяпе хывнăшăн” /”За заслуги в развитии информационного общества”/ Пĕтĕм тĕнчери аслă ордена маларах асăннă академи президенчĕ А.Харитон ентешĕмĕре хăй парса саламланă. Çак хисепе вăл чăваш халăхĕпе çыхăннă пулăмсене хăйĕн тĕпчев ĕçĕсенче тата илемлĕ литература хайлавĕсенче уçса панăшăн тивĕçнĕ.

 



"Хыпар"
30 января 2008
00:00
Поделиться