Уроксене çĕнĕлĕх кĕртеççĕ
Уроксенче халăх пурлăхне упрани, ĕç вырăнĕнче тимлĕ пулни миллионшар тенкĕ укçана упраса хăварма пулăшнине витĕмлĕ ĕнентерет. Хирте пĕр тăваткал метр çинчен пĕр пучах çухални пĕр гектартан
Математикăна вĕренни – вĕренекенсенчен çирĕп ăс-тăн вăйĕ, тимлĕх, активлăх, çыхăнулăх, ăсра сăнарлама пĕлес пахалăхсене ыйтать. Воспитанипе вĕрентÿ пĕр утăмра пыччăр тесен тĕрлĕ май шыраса вĕсемпе усă курма пĕлмелле. Шăпах ĕçе çапла йĕркелеме тăрăшрĕ те Л.Пласкина. Компьютерпа усă курса нумай йышши членсене ачасене аса илтерчĕ. Унтан мĕн вĕреннине çирĕплетекен уравненисем парса шутлаттарчĕ. Доска çинче пурăпа çырса вăхăта ирттересси пулмарĕ. Хатĕр слайда куçарса çеç тăчĕ. Тĕрĕслев ĕçне вĕçленĕ хыççăн вĕренекенсем вĕсене пĕр-пĕринпе улăштарчĕç. Тĕрĕс хуравĕсене танлаштарса кирлĕ паллă лартрĕç. А.Крысова, Ю.Плешкова, Р.Сафин, Р.Фасхутдинова “
Тепĕр уçă урока тăваттăмĕш класра вĕренекенсем кĕчĕç. Вĕсем компьютерпа усă курсах вырăс халăх юмахĕсенчи баба-яга сăнарне тишкерчĕç. Урока хатĕрленес тесен нумай вулани кирлĕ. Ятарласа тунă кĕнеке выставкинчи юмахсемпе чылайăшĕнпе паллашнă вĕренекенсем. К.Перепелкин “Гуси-лебеди”, А.Астраханцев “Баба-яга” халапĕсене пăхмасăр каласа пачĕç. Вĕсенченех тĕп сăнара сăнарлама çителĕклĕ пулчĕ. Унăн характерне, пурнăç йĕркине уçса пама тăрăшрĕç ачасем. Вăл ăçта пурăннине, ырă-усал тума тăрăшнине палăртрĕç. Е.Углева учительница урока хатĕрленсе 17 слайд тунă.
Урока сÿтсе явма хутшăннă педагогсем ăна тивĕçлĕ хак пачĕç, пуян содержаниллĕ пулнине палăртрĕç. Пуçламăш класра вĕренеççĕ пулсан та вырăс чĕлхине лайăх алла илнине çирĕплетрĕç. Ачасене хăш-пĕр йывăр, сайра тĕл пулакан сăмахсене тĕрĕс ударени лартассине çеç тимлĕх уйăрма хăнăхтармаллине шута илме сĕнчĕç. А.Мубинова вара Е.Углева учительница чухлĕ пĕтĕмлетÿ тума хăш-пĕр аслă классенче вĕренекенсемпе те ĕлкĕрейменнине çирĕплетрĕ.
Л.Пласкинăпа Е.Углева учительницăсен ĕç стажĕ çителĕклех. Уроксене паянхи кун ыйтнă пек пама пуçăнни куç умĕнче пулчĕ. Вĕсен ĕçĕпе шкул директорĕ те кăмăллă юлчĕ.