Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Техника паркĕ пуянланать

Малалла ăнтăлакан, ĕçлеме тăрăшакан ял хуçалăх предприятийĕсене çĕнĕ йышши техника туянма патшалăх та пулăшать. Ку чухне ял хуçалăх машинисене лизинг мелĕпе, тĕрлĕ йышши çăмăллăхлă кредитсемпе усă курса туянма май пур. 2007 çулта районти ял хуçалăх предприятийĕсем çак майсемпе усă курса пурĕ 70 миллион тенкĕлĕх техника туяннă. Кăçал çак майсемпе тата хăйсен вăйĕпе 55 миллион тенкĕлĕх туянасшăн. Çапла вара техника паркĕсене тĕрлĕ маркăллă 10 трактор, тыр-пул пуçтаракан, çĕр улми кăларса пухакан виçшер комбайн, çĕр улми туса илекен 2 комплекс тата тĕрлĕ йышши прицеп хутшăнĕ.

Халĕ хуçалăхсенче çур акине хатĕрленес ĕç пырать. Паянхи куна тракторсемпе ял хуçалăх техники 64-40 процентне юсаса хатĕррисен ретне лартнă.

Сĕрмелли, çунтармалли материалсем туянма пуçланă, 80 тонна дизель топливи, 15 тонна автобензин кÿрсе килнĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 января 2008
00:00
Поделиться