Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Тĕнче кубокне хатĕрленсе

Хăвăрт утас енĕпе ХХIII Тĕнче кубокĕ çывхарсах пырать. Мускавра пĕтĕм тĕнче ăмăртăвĕсене ха-тĕрленсе ирттерес енĕпе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Чăваш Ен премьер-министрĕ Сергей Гапликов тата Федерацин физкультура тата спорт агентствин ертÿçин çумĕ Сергей Король ертсе пынă. Йĕркелÿ комитечĕн членĕсем ларура ăмăртусене массăллă информаци хатĕрĕсенче çутатассине, кубока хутшăнакансемпе хăнасене транспортпа, медицина пулăшăвĕпе тата хăрушсăрлăхпа ти-вĕçтерессине, таможньăпа, спорт, технологи, виçев оборудованийĕсене тĕрĕслесе тăрассипе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă. Канашлура палăртнă тăрăх, тĕп тĕллев – ХХIII Тĕнче кубокне чи çÿллĕ шайра ирттересси. Çавна май Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ мероприятин комплекслă планне хатĕрленĕ, ĕç ушкăнĕ туса хунă.

Ăмăртусене информаци хатĕрĕсенче туллин çутатассипе çыхăннă ыйтусене уйрăмах тимлĕн пăхса тухнă. ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Наталья Володина каланă тăрăх, информаци уçлăхĕнче ку енĕпе ĕçлеме пуçланă ĕнтĕ. Тĕп тĕллевсен шутĕнче Наталья Володина ăмăртусене “Чăваш Ен” ПТРК тата “Спорт” телеканалсенче тÿрремĕнех трансляцилесси пулнине пĕлтернĕ.

Чăваш телекуравне панă интервьюра Сергей Король Чăваш Республикинче ХХIII Тĕнче кубокне пахалăхлă тата планпа килĕшÿллĕн хатĕрленнине палăртнă, тухăçлă ĕçшĕн Чăваш Енри йĕркелÿ комитечĕн членĕсене тав тунă. Росспорт ертÿçин çумĕ хăвăрт утас енĕпе Европа Кубокне йĕркелесе пуян опыт пухнă Чăваш çĕрĕнче çитес ăмăртусем те çÿллĕ шайра иртессине шаннине пĕлтернĕ.

Хăвăрт утассипе Шупашкарта иртекен XXIII Тĕнче Кубокĕ тĕлне Раççей Тĕп банкĕ 5000 штук виçĕ тенкĕлĕх кĕмĕл укçа кăларать. Чăваш Ене халалланă кун йышши укçа кăларни пулманччĕ-ха. 1991 çулта çеç Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 100 çул çитнине чысласа пăхăрпа никель хутăшĕнчен пĕр тенкĕлĕх укçа кăларнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 января 2008
00:00
Поделиться