Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сутуçăра – 30 çул

Çуркуннехи ăшă хĕвел питтинче тапса тухнă пĕрремĕш ешĕл курăк çине пĕр касри шăпăрлансем кашни кунах пуçтарăннă. Çакăнтан пуçланнă та вĕсен “лавкалла” вылямалли сезонĕ. Пĕри сутуçă вырăнĕнче таварсене виçсе панă, ыттисем ăна туянма черетре тăнă... Чи кăсăкли вара çакă: 5-6 хĕр пĕрчи хушшинче Луиза яланах сутуçă “ролĕнче” пулнă. Çавăн чухнех тĕвĕленнĕ унăн ăшĕнче ăста та пултаруллă сутуçă пулас шухăш. Çитĕнсе пынăçемĕн ĕмĕчĕ те пысăкланнă.

Чăваш Ишек хĕрĕ шкултан вĕренсе тухса аттестат илнĕ хыççăнах райпон сутуçăсем хатĕрлекен курсне вĕренме кĕнĕ. Ĕç стажне вара тăван ялĕнчи куллен кирлĕ таварсен магазинĕнче пуçланă. Пĕр енчен илсен, çамрăк сутуçăна паллакан-пĕлекен çынсемпе ĕçлеме йывăр пулман темелле. Шухăша тепĕр енчен аталантарсан ял-йыша юрама та çăмăлах мар-тăр. Çапах та вăл яланах ваттипе ватăлла, çамрăккипе çамрăкла калаçма тăрăшнă.

Луиза Ильинична ĕçри пултарулăхне райпо ертÿ-çисем те çийĕнчех асăрханă, çулталăкранах ăна Патăрьелĕнчи иккĕмĕш апат-çимĕç магазинне ĕçлеме куçарнă. Каярахпа хуçалăх таварĕсен лавккинче те чылай çул тăрăшнă. Кашнийĕнчех пĕрле ĕçлекен бригада çыннисемпе пĕр чĕлхе тупнă, килĕштернĕ. Л.Шакаева çăмăлах мар профессие алла илсе ĕçлеме пуçланăранпа вăтăр çул çитнĕ. Çак сахал мар тапхăрăн ытларах пайне вĕсем Г.Цыпленкова тата Л.Портнова сутуçăсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçленĕ. Сăмах май каласан, вĕсем паян та Патăрьелĕнчи универмага хирĕç вырнаçнă магазинта суту тăваççĕ. Сутуçăсем кунта сменăпа улшăнса ĕçлеççĕ. Тавар туянакансене ирхине çичĕ сехетрен пуçласа çурçĕр иртсе пĕр сехетченех йышăнаççĕ. Кашни уйăхра 600-700 пин тенкĕлĕх тавар сутаççĕ, плана ăнăçлă тултарса пыраççĕ. Кунта тавар ассортименчĕ те начар мар. Эрех-сăра çеç сентресем çинче çĕр ытла тĕслĕ! Пулă, кăлпасси, макарон, канихвет-печени тата ытти тавара та суйласа илмелĕх пур. Пĕр тĕрли кăмăла каймасан, теприне туянма пултаратăн.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 января 2008
00:00
Поделиться