Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кун йĕркинче – тĕллевлĕ ыйтусем

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕнче район пуçлăхĕ Н.Глухов иртнĕ эрнери районти ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ, умра тăракан тĕллевсене çи-вĕчлетнĕ.

Юлашки кунсенче çине-çинех çунă юр питĕ хулăн ларчĕ. Районти çул-йĕре пăхса тăракан ДРСУ кунсеренех тасатма 14-15 техника кăларать. Ку таранччен çул-йĕре юртан тасатманнипе пăтăрмахсем пулман. Çил-тăман малашне те вĕçтерме пултарать. Çавăнпа та ача-пăча, сиплев тата ытти учрежденисен, пурăнмалли çуртсен тăрринчи юрсене тасатсах тăмалла.

Районти тĕп больница çумĕнчи хушма корпусра хальхи вăхăтра шалти ĕçсене тирпейлес ĕç малалла пырать. Планеркăра районта пыракан ытти строительство ĕçĕсем пирки те чарăнса тăнă.

Канашлура наци проекчĕсемпе килĕшÿллĕн пулса пыракан ĕçсене, культура ыйтăвĕпе, район пурнăçĕпе çыхăннă ытти мероприятисене те пĕтĕмлетнĕ



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 января 2008
00:00
Поделиться