Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Координаци канашĕн ларăвĕ

Ĕçлев сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Ăна канаш ертÿçи М.Калмыков ертсе пынă.

Ларура “2007 çулта Патăрьел районĕнче ĕçлев сыхлавĕн условийĕсем, производствăра сусăрланни тата пушартан сыхланасси мĕнле шайра пулни”, “2005-2007 çулсенче Патăрьел районĕнче ĕç условийĕсене, ĕçлеве тата ĕçлекенсен сывлăхне сыхлассине лайăхлатассипе палăртнă тĕллевлĕ Программăна пурнăçлани çинчен” ыйтусем пăхса тухнă. Вĕсем пирки социаллă хÿтлĕх пайĕн аслă специалисчĕ Г.Крылов докладсем тунă.

Патăрьел район территорийĕнчи çулсем çинче хĕллехи тата çурхи шыв-шур вăхăтĕнче автотранспорта çÿреме чăрмав ан пултăр тесе район пуçлăхĕ Н.Глухов ятарлă хушу кăларнă. Унта ял тăрăх пуçлăхĕсене автоçулсем, урамсем мĕнле шайра пулнине тĕрĕслесе тăма, çапла майпа çул-йĕр çинче инкек-синкек пуласран асăрханма сĕннĕ.

Çав тĕллевпех ял тăрăхĕсен бюджетĕсенче çулсене тытса тăма, юсама, çĕнĕ çулсем тума укçа-тенкĕ пăхса хăвармалла. Шкул автобусĕсем çÿрекен маршрутне уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ. 2008 çулхи çурхи шыв-шура хатĕрленме ятарлă мероприятисен планне халех тумалла, унта çулсемпе кĕперсене сыхласа хăварассине уйрăм палăртмалла. Хушура Патăрьелĕнчи ДРСУна районти автоçулсене яланах сăнаса тăма сĕннĕ. Çавна май çулсем хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тивĕçтерччĕр, çулсемпе кĕперсем çурхи шыв-шур вăхăтĕнче ан сиенленччĕр тесе тăрăшмалла. Автоаварисем ытларах пулакан вырăнсене шута илмелле, çулсене тытса тăрас ĕçри кăлтăксене хăвăрт пĕтермелле, пăрлă вырăнсене вăхăтра сиенсĕрлетмелле.

Районти ГИБДД пайне çул-йĕр çинчи инкек-синкекрен сыхланас тĕллевпе ЧР Шалти ĕçсен министерствин, ЧР Чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн, ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин пĕрлехи Положенине çирĕп пăхăнса ĕçлеме сĕннĕ.

сертификацилес, предприятисемпе организацисенче коллективлă килĕшÿсем туса вĕсене регистрацилес, ĕçлев сыхлавĕпе, пушартан сыхланас ыйтусемпе вĕренÿ йĕркелес ыйтусене те хускатнă.

Координаци канашĕ 2008 çул валли ĕç планне çирĕплетнĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 января 2008
00:00
Поделиться