Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси çеç мар…

Кашни çын, паллах, пурнăçа хисеплĕ пурăнса ирттерме тăрăшать. Анчах шел, вăл пуриншĕн те пĕр пек пулаймасть. Ĕмĕр ĕмĕрлесси уй урлă каçасси çеç мар-çке вăл... Тури Тăрмăшĕнчи Яков Алексеевичпа Татьяна Семеновна Махмутовсен çак кунсенче мăшăрлă пурнăçпа пурăнма пуçлани 70 çул çитнĕ. Корона туй теççĕ ăна хакласа. Кил хуçи – Аслă Аттелĕх вăрçă участникĕ, ĕмĕр тăрăшшĕпе вăрман хуçалăхĕнче ĕçлесе ят-сум, хисеп çĕнсе илнĕ. Мăшăрĕ тăван колхозран тивĕçлĕ канăва тухнă.

Махмутовсем сакăр ача çуратса тивĕçлĕ воспитани панă. Паян вĕсен 13 мăнук, мăнукĕн ачисем те вунпĕрĕн! Ватăсен вĕсемпе савăнмалăх, мухтанмалăх пур.

Хурама Тварти Манзуркинсем вара хăйсен ылтăн туйне паллă тунă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 января 2008
00:00
Поделиться