Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçленĕ, ĕçлемелли тата нумайрах

Районти шалти ĕçсен пайĕнче яваплă ведомствăсемпе службăсем 2007 çулхи преступленисене пĕтĕмлетрĕç. Тĕпрен илсен, лару-тăру пĕр тикĕс. 2006 çулпа танлаштарсан вĕсене 21, 6 процент сахалрах шута илнĕ – 343 вырăнне 269. Çын вĕлерни 3 вырăнне 2 пулнă. Çав вăхăтрах сывлăха малтан шутласа сиен кÿресси 4-ран 6-а çитнĕ. Вăрласси, хăрушшăн çаратасси 2006 çулхи шайрах юлнă.

Анчах та обществăлла вырăнсенче преступленисем тăвасси ÿсни пăшăрхантарать: 22 пулнă, 25-е çитнĕ, вăл шутра урамра – 3-рен 8-а. Вут тĕртесси ÿсни те хăрушă пулăм. Ку кăтарту икĕ хут пысăкланнă. Çакă çеç лăплантарма пултарать: вĕсене уçса панă, çыннисене çирĕп айăпланă. Юриех вут тĕртекенсем хăйсен преступленийĕ мĕн тери хăрушшине ăнланмаççĕ пулас, мĕншĕн тесен пĕр çын çеç нуша тÿсмест вĕт, пĕтĕм урам е ял кĕле çаврăнма пултарать. Çавăнпа та ку енĕпе саккун çирĕп.

Ют çын пурлăхне вăрласси сахалланнă, 2006 çулта 123 пулнă, пĕлтĕр – 91. Анчах çакă лăпланса лармалли сăлтав мар, мĕншĕн тесен кун йышши преступленисем пирки правăна сыхлакан органсене пур чухне те пĕлтермеççĕ. Уйрăмах ял хуçалăх предприятийĕсенчен вăрласси пысăк шайра. Ку вара вырăнта пурлăха çителĕксĕр сыхланинчен е пачах та сыхламаннинчен килет. Е тата хуралçăсем вырăнта çуккипе, е ÿсĕррипе, е çутă çителĕксĕррипе тата çуккипе сахал мар пурлăх çухалать. Çакна милици рейчĕсем те аван çирĕплетеççĕ.

Хăш-пĕр организацисемпе хуçалăхсен ертÿçисем чи ансат йĕркесене (тимĕр решетке лартасси, çутă, сигнализаци) пăхăнманнипе те пысăк тăкак курас хăрушлăх ÿсет.

Çынсем эрех ĕçсе преступленисем туни пăшăрхантарать. Паллă ĕнтĕ, ÿсĕр çын хăйне хăй тĕрĕслеймест. Çавна май обществăллă хăрушсăрлăх милицийĕ обществăллă вырăнсенче урă мар çÿрекенсене, эрех ĕçекенсене тытса чарассипе тĕллевлĕ ĕçлет. Çавăнпах ĕнтĕ ку енĕпе 1225 çынна административлă явап тыттарнă. 2006 çулта кун пекки 1059 тĕслĕ пулнă.

Спиртлă шĕвексемпе иртĕхнипе çынсем наркăмăшланни е вилни нумайланчĕ. Апла пулин те хăш-пĕр çынсем алкоголе саккунсăр сутаççĕ, этем сывлăхĕпе пуйма тăрăшаççĕ. Ку тĕслĕхсемшĕн 100-е яхăн çынна административлă явап тыттарнă. Анчах, пытарма кирлĕ мар, ун пеккисем тата та нумайрах.

Район прокуратури милиципе пĕрле вăрттăн алкоголь продукцине сутакансене тупса палăртас енĕпе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ, вĕсене уголовлă явап тыттараççĕ. Кăçалах прокуратура следователĕ кун йышши фактпа черетлĕ уголовлă ĕç пуçарнă. Эрехе саккунсăр сутнине çеç мар, унра этемшĕн сиенлĕ япаласем пуррине те çирĕплетет эксперт тĕпчевĕ.

Алкоголь продукцине саккунсăр сутакансене тупса палăртас енĕпе ял тăрăх пуçлăхĕсемпе общественность умне те тĕллевсем лартнă. Кÿршĕ çак ĕçпе явăçнă пулсан милицие е прокуратурăна пĕлтермелле.

Право йĕркине пăсасси тата преступлени тăвасси мĕнле шайра пулни ра-йонта пурăнакансен лăпкă пурнăçне тивĕçлĕ витĕм кÿрет. Çакна манма юрамасть.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 января 2008
00:00
Поделиться