Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ĕçчен çыннăн ыйхи кĕске

Те пĕччен пурăннăран ыйхă вĕçнипе аптрать Татьяна Александровна. Выртать вара пĕр аяк çинчен теприн çине çаврăнса. Кун пек чухне пĕр каç та темиçене тăрать. Шухăш çăмхи сÿтĕлет те сÿтĕлет. Çĕрĕпе миçе çухрăм чупать-ши вăл? Кăна ятарласа никам та ларса шутламан. Çапах та сахалах мар пуль.

Патăрьелĕнчи Александр Григорьевичпа Мария Деомидовна Смирновсем хĕртен пуян пулчĕç. “Хур хăвалакансем” пĕрин хыççăн тепри çут тĕнчене килчĕç. Пĕринчен тепри илемлĕ, пăрчăкан пек правур çитĕнчĕç. Çуртри, кил-тĕрĕшри ĕçе кăна арçын тумалла, ку хĕрарăмăн тесе тăмарĕç. Ашшĕ-амăшне пĕчĕккĕллех пулăшма тăрăшрĕç. Кĕçĕн-нине те “куршанак” ир çыпăçрĕ. Пÿрт-çурта тирпей кÿмелле-и, пахчара çум çумламалла-и – Таня аппăшĕсемпе ăмăртмалла чупса çÿресе ĕçлетчĕ. Ытларах апат-çимĕç, чуста çăрса кукăль-булка пĕçерме кăмăллатчĕ. Те тутлă пулнăран, те йăмăкне хавхалантарас тесе аппăшĕсем мухта-мухта çиетчĕç вара. Хĕр ача çакăншăн калама çук хĕпĕртетчĕ.

Çитĕнчĕç те çунат хушса тăван “йăваран” саланчĕç Смирновсен хĕрĕсем. Луиза медучилище пĕтернĕ хыççăн Шупашкартах юлчĕ. Галина та фармацевт профессине илсен çак хуларах тĕпленчĕ. Халĕ – аптека заведующийĕ. Оля – оптик. Кивĕ Катеке качча тухнăскер Патăрьелĕнче пурăнать, кунта аптекăра ĕçлет.

Таня, товаровед пулас ĕмĕтпе Шупашкарти коопераци техникумне кайнăскер, шухăшне улăштарса повара вĕренсе тухрĕ. Çакăншăн пĕрре те ÿкĕнмест вăл. Халĕ уншăн хăйĕн профессинчен лайăххи нимĕн те çук. Сĕнÿ панăшăн, çине тăнăшăн ун чухнехи столовăй заведующине Г.Николаева паянхи кун та тав тăвать.

Диплом илнĕ хыççăн Таньăна Патăрьелĕнчи “Нива” ресторана ĕçлеме янă. Шăпах И.Ермолаева повар ача çуратмалли отпускра пулнă ун чух. Ăсталăха хĕр Н.Мазякова повартан вĕренсе пынă. “Ку çамрăкра Турă пани пур, пур ĕçе те тĕплĕ тума тăрăшать, пĕлменнине ыйтать”, – çапла хак панă ăна аслă юлташĕ. Сăмах чăна килнĕ. “Юность” кафе уçăлсан Таньăна И.Ермолаевăпа пĕрле унта куçарнă, повар çумĕ пулма шаннă. 6 çултан, ăсталăха туптаса çитерсен, иккĕмĕш номерлĕ столовăйне куçарнă. 1983 çултанпа Татьяна Александровна аслă повар.

Вăхăт шăвать, унăн хăйĕн чуппи. Çул хыççăн çул иртни те сисĕнмест. Татьяна Александровна обществăлла апатлану системинче вăй хума пуçланăранпа та 3 теçетке тулчĕ. Улшăнăвĕ те самаях. Малтанах столовăйра 2 сменăпа ĕçленĕ пулсан халĕ пĕрре çеç. Пиллĕкĕн вăй хураççĕ. Коллектив туслă. Нумаях пулмасть Татьяна Александровнăн 50 çулхи юбилейне паллă турĕç, ун хыççăн – Минзатие Якушева апат валеçекенĕнне. Альбина Ильбекова повар пулăшуçи те, кухньăра ĕçлекен Юлия Антонова та, Флизе Валеева та, Елена Алексеева буфетчица та маттур. Пĕр-пĕрне ăнланнăран ĕçĕ те кал-кал пырать. Иртнĕ çулталăк пуçламăшĕнче уйăхсерен 125 пин тенкĕлĕх апат çитернĕ пулсан юлашки виçĕ уйăхра ку кăтарту 141 пине çитнĕ. Çакă паллах тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулман. Пасар юнашар пулни те аван. Хĕрсем унта тухса мĕн чухлĕ кукăль-булка, хуплу, кофе сутаççĕ.

Чыс-хисеп пĕр кунра килмест, уншăн нумай тар юхтармалла. 30 çул хушшинче Татьяна Александровнăн та наградисем чылай пуçтарăннă. Çамрăк чухне коммунизмла ĕç ударникĕ пулнă, икĕ хутчен “Чи лайăх повар” ята тивĕçнĕ. Ăна пĕрре çеç мар Чăвашпотребсоюз, райпо Хисеп грамотисемпе наградăланă. Кăçал вĕсен çумне “Потребкоопераци системинче 30 çул ăнăçлă ĕçленĕшĕн” значок хутшăннă.

Ĕçре çеç мар килте те маттур Т.Воробьева: выльăх-чĕрлĕх тытать, пахча çимĕç çитĕнтерет. Ачисем те ашшĕпе амăшнех хунă. Алексей Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Унăн хăйĕн фирма. Ольга медицина колледжĕ пĕтернĕ хыççăн “Северная” поликлиникăра ĕçлет. Иккĕшĕ те çемьеллĕ, пĕрер ачаллă. Шел, вĕсен савăнăçне мăшăрĕпе пайлама çук, Геннадий чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Килте пĕчченех пурăннă май Татьяна Александровна вăрăм çĕре алă ĕç туса, телевизор пăхса кĕскетет, хаçат-журнал вулать. Уйрăмах район хаçачĕпе “Чăваш хĕрарăмне” кăмăллать вăл.

Çĕнĕ çула хастар хĕр-арăм пысăк ĕмĕт-шухăшпа кĕчĕ. Тĕллевĕ: апатланма çÿрекенсен йышне ÿстересси, вĕсен кăмăлне туллин тивĕçтересси.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 января 2008
00:00
Поделиться