Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çулсем хĕлле чăрмав ан кÿччĕр

Патăрьел район территорийĕнчи çулсем çинче хĕллехи тата çурхи шыв-шур вăхăтĕнче автотранспорта çÿреме чăрмав ан пултăр тесе район пуçлăхĕ Н.Глухов ятарлă хушу кăларнă. Унта ял тăрăх пуçлăхĕсене автоçулсем, урамсем мĕнле шайра пулнине тĕрĕслесе тăма, çапла майпа çул-йĕр çинче инкек-синкек пуласран асăрханма сĕннĕ.

Çав тĕллевпех ял тăрăхĕсен бюджетĕсенче çулсене тытса тăма, юсама, çĕнĕ çулсем тума укçа-тенкĕ пăхса хăвармалла. Шкул автобусĕсем çÿрекен маршрутне уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ. 2008 çулхи çурхи шыв-шура хатĕрленме ятарлă мероприятисен планне халех тумалла, унта çулсемпе кĕперсене сыхласа хăварассине уйрăм палăртмалла. Хушура Патăрьелĕнчи ДРСУна районти автоçулсене яланах сăнаса тăма сĕннĕ. Çавна май çулсем хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тивĕçтерччĕр, çулсемпе кĕперсем çурхи шыв-шур вăхăтĕнче ан сиенленччĕр тесе тăрăшмалла. Автоаварисем ытларах пулакан вырăнсене шута илмелле, çулсене тытса тăрас ĕçри кăлтăксене хăвăрт пĕтермелле, пăрлă вырăнсене вăхăтра сиенсĕрлетмелле.

Районти ГИБДД пайне çул-йĕр çинчи инкек-синкекрен сыхланас тĕллевпе ЧР Шалти ĕçсен министерствин, ЧР Чрезвычайлă лару-тăру комитечĕн, ЧР сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин пĕрлехи Положенине çирĕп пăхăнса ĕçлеме сĕннĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 января 2008
00:00
Поделиться