Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял хуçалăх темипе – вĕренÿ

Январĕн 22-мĕшĕнче район администрацийĕн залĕнче ял хуçалăх предприятийĕсемпе ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен вĕренÿ-канашлăвĕ пулчĕ. Чи малтанах район пуçлăхĕ Н.Глухов районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе, 2008 çулхи задачисемпе, ял хуçалăхĕн малашлăхĕпе, “АПК аталанăвĕ” приоритетлă наци проекчĕ мĕнле пурнăçа кĕрсе пынипе паллаштарчĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ, район администрацийĕн ял хуçалăх предприятийĕсемпе хутшăнусем йĕркелекен пай пуçлăхĕ М.Калмыков вĕренĕвĕн тĕллевĕпе задачисем çинче чарăнса тăчĕ.

Çурхи уй-хир ĕçĕсем çывхарнă май вĕренÿре хуçалăхсенчи вăрлăх мĕнле упранни, ăна акмалли паха кондицие çитересси, ял хуçалăх культурисене хÿтĕ-лемелли комплексла мерăсем, çĕнĕ технологие ĕçе кĕртесси, хуçалăхсенчи машинăпа техника паркĕпе эффективлăрах усă курасси пирки ытларах калаçрĕç, тĕллевлĕ задачăсем палăртрĕç.

Çавăн пекех вĕренÿ-канашлура выльăх-чĕрлĕхе аталантармалли тĕп çул-йĕр пирки те каларĕç. Выльăх-чĕрлĕхĕн инфекциллĕ чирĕсем сарăлассинчен те асăрхаттарчĕç. Ял тăрăхĕсенче тăван тавралăха сыхлас ыйтупа ытларах ĕçлемеллине палăртрĕç, 2008 çулта ял хуçалăх производствине аталантарма уйăракан пурлăх йĕркипе паллашрĕç.

Юлашкинчен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ял хуçалăх отраслĕн статистика отчетне пуçтарассипе пĕр-пĕрин опычĕпе паллаш-рĕç, ял çыннисен пурнăçне лайăхлатас тĕлĕшпе малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлесси пирки калаçрĕç.

Январĕн 23-мĕшĕнче çакăн пек вĕренÿ ял хуçалăх предприятийĕсен специалисчĕсемпе иртрĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 января 2008
00:00
Поделиться