Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шкулта пушă вăхăт çук

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта ачасен сывлăхне çирĕплетес енĕпе тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕ, сывлăх кунĕсем, класс тулашĕнчи мероприятисем ирттереççĕ.

Хĕллехи каникул вăхăтĕнче те шкул пушă тăмарĕ. Хутăш вăйăсем, баскетбол, сывлăш пăшалĕнчен перессипе, вĕренмелли автомата сÿтсе пухассипе ăмăртусем, каратэ секцийĕсем пулчĕç. Ачасем кăсăклансах хутшăнчĕç вĕсене.

Хутăш вăйăсем енĕпе ачасенчен Д.Сергеева, А.Дмитриева, А.Полякова асăнса хăварас килет. Хăйсен пултарулăхне, хăюлăхне анлă кăтартрĕç вĕсем.

Мечĕксене корзинăна тĕл перессипе С.Полякова, Е.Волкова, А.Ибетов палăрчĕç.

Пăшалтан перес, автомата сÿтсе пуçтарас енĕпе Н.Владимирова, А.Ибетов, А.Дмитриев маттур пулчĕç.

А.Софронов учитель-тренер каратэ секцине лайăх йĕркелени курăнчĕ. Уйрăмах Н.Смирнов, Д.Софронов, Э.Тихонов, И.Терентьев, Е.Тихонов ăсталăхĕ туптансах пырать.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 января 2008
00:00
Поделиться