Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

ШĂНКĂРТАМРИ ШКУЛ ТАТА САДИК ЫЙТĂВĔСЕНЕ СŸТСЕ ЯВНĂ

Юнкун, январĕн 23-мĕшĕнче, пирĕн районта ЧР Вĕрентÿ министрĕн çумĕ В.Устяк пулнă. Валерий Викторович район пуçлăхĕпе Н.Глуховпа, райадминистрацин вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕпе В.Осиповпа тĕл пулнă, Шăнкăртамра пулмалли çĕнĕ шкул тата садикăн проекчĕсене сÿтсе явнă, Шăнкăртам ял тăрăх пуçлăхĕ Р.Купкеновпа строительство пуçланмалли вырăнсемпе паллашнă.

Çавăн пекех Вĕрентÿ министрĕн çумĕ Патăрьелĕнчи професси училищинче пулса кунти педагогика коллективĕпе курнăçнă, вĕрентÿпе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 января 2008
00:00
Поделиться