Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Культура отраслĕсенче 200 стипендиат

Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров Чăваш Ен çамрă-кĕсен творчествăра уйрăмах палăрнă представителĕсене стипенди парасси çинчен хушу кăларнă. Пин каччăпа хĕр – Чăваш Енри çамрăк ăрăвăн хăйне евĕр элити – çулталăк хушши уйăхсерен 1500 тенкĕ илсе тăрĕ. Вĕсем вĕренÿре, бизнесра, наукăра, творчествăра, производствăра, управлени ĕçĕнче пысăк кăтарту тунă çамрăксем. Конкурса пурĕ 1600 материал тăратнă пулнă.

Çакна палăртма кăмăллă: Президент стипендиачĕсем хушшинче 200-шĕ – творчество çыннисем. Вĕсем культурăра, массăллă информаци хатĕрĕсенче, архив ĕçĕнче вăй хураççĕ. 60-шĕ яллă вырăнсенчен. Ку çамрăксем творчество тĕлĕшĕнчен активлă граждансем, энтузиастсем тата общество пурнăçĕн хастарĕсем: библиотекарьсем, клуб ĕçченĕсем, халăх коллективĕсен ертÿçисем.

60-а яхăн стипендиат – республикăри театрпа концерт организацийĕсенчи çамрăк артистсемпе актерсем. Сумлă пулăшăва ти-вĕçнисенчен 40 ытла ача – вĕренÿ заведенийĕсемпе ятарлă творчество шкулĕсен воспитанникĕсем. Чăваш Енĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи 15 çамрăк преподаватель те тивĕçнĕ стипендие.

Президент стипендиачĕсем халăхра ăс-хакăллăха, кăмăл-сипетлĕхе, патриотизм туйăмне йĕркелеме, çирĕплетме пулăшĕç. Культура енĕпе нацпроект çук чухне кун пек пулăшни республика чысĕшĕн ĕçлеме кăмăл тăвакансемшĕн пысăк хавхалантару. Çавăн пекех ку тĕслĕх культурăпа ăс-хакăллăха аталантарасси патшалăх политикин приоритетлă çул-йĕрĕ пулнипе çирĕплетет.

Президент стипендине тивĕçнисем хушшинче Патăрьел районĕн çамрăкĕсем те пур. Людмила Владимирова Кĕçĕн Арапуçĕнчен, республикăри халăх творчествин çурчĕнче методистра ĕçлет. Людмила Иванова Тикешрен, “Хыпар” издательство çуртĕнче операторта вăй хурать. Ирина Николаева Патăрьелĕнчен, “Чувашия” телерадиокомпанире корреспондентра тăрăшать.

Районта пурăнакансем те пур. Дина Абдулвалеева – “Азирра” потребитель кооперативĕн тĕп бухгалтерĕ, Геннадий Иванов – “Колос” колхоз механизаторĕ, Юлиана Калмыкова Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкулта, Владимир Лекаревпа Галина Тямина Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта, Анастасия Медведева Аслă Чеменри вăтам шкулта вĕренеççĕ. Ольга Кузьмина – Турханти психоневрологи интерначĕн специалисчĕ, Наталия Митрофанова – “Труд” ял хуçалăх кооперативĕн, Наталия Павлова – Ленин ячĕллĕ хуçалăхăн машинăпа ĕне сăвакан операторĕсем, Анна Шашкова– Па-тăрьелĕнчи спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 января 2008
00:00
Поделиться