Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аннене улăштараяс çук

 

Çут тĕнчене килекен кашни ачашăн хĕпĕртетпĕр эпир. Вăл сывă та тĕреклĕ ÿссе çитĕнтĕр тесе тăрăшатпăр. Патшалăх та тимлĕх сахал мар уйăрать ун çине. Çемье тÿпине палăртмалла. Социаллă хÿтлĕх пайĕ те хăй хÿттине илет. Шăпах çак енĕпе уйăракан тимлĕх çинчен сăмах хускатасшăн паян. Калаçăва районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçине Ф.Майоровăна чĕнтĕмĕр.

– Фаина Аркадьевна, сирĕн пай шăпах çемьери социаллă проблемăсене татса парас ĕçе тытса пыракан тĕп звено шутланать. Унăн пĕлте-рĕшĕ пысăкран ăна анлăлатасшăн.

–Тĕрĕсех. Обществăра çемье рольне ÿстерес, унăн интересĕсемпе прависене хÿтĕлес, çавăн пекех никам асăрхаса тăман, хÿтлĕхсĕр юлнă ачасем патне çул тупас ыйтăва тимлĕхрен кăлармастпăр.

– Ĕçре ятарлă программăсене пурнăçа кĕртсе пыратăр пулас.

– Çапла. Республикăн тĕллевлĕ “Чăваш Ен ачисем 2007-2010 çулсенче”, районти “Çемье 2007-2010 çулсенче”, хÿтлĕх пайĕн “Çемье” программисем алă айĕнчех.

– Ачасемпе çемьесем патне уйăракан тĕллевлĕ тимлĕхсем çинче чарăнса тăрар мар-и?

– Районта нумай ачаллă 501 çемье. Вĕсенче 1604 çитĕнекен ăру аталанать. 588 тулли мар çемьере 796 ача ÿсет. Ашшĕ-амăшĕсĕр тăрса юлнисем 71-ĕн. Çÿлерех асăннă категоринчи тата инвалид ачасене сывлăха çирĕплетекен лагерьсене яратпăр.

Ачасен сывлăхне тĕреклетме пулăшас, вĕсен канăвне йĕркелес ĕçе хÿтлĕх центрĕ тивĕçлĕ тÿпе хывать. Çуллахи каникул вăхăтĕнче унта 50 ача канма май тупрĕ.

Çулленех ачасене хÿтĕ-лемелли, çемье, инвалидсен, аннесен кунĕсенче центрта тĕрлĕ мероприяти иртет. Спорт ăмăртăвĕсене йĕркелеççĕ. Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕн вĕçĕнче 5 ача республикăри инвалидсен тăххăрмĕш спорт фестивальне хутшăнчĕç. Ноябрьтех саккăрăн тĕп хулара “Иван да Марья” спектакль курчĕç. Йышлă тата сахал тупăшлă çемьесенчи ачасемпе сусăррисем сывлăхпа социаллă аталану министерствин Çĕнĕ çулхи кучченеçне илчĕç. Шăнкăртам, Туçа, Первомайски ял тăрăхĕсенчи 60 ача Шупашкарти Çĕнĕ çул уявĕсене хутшăнчĕç.

– Юлашки вăхăтра тăлăх ачасене çемье хÿттине илес туртăм вăйланчĕ. Кунта çемье пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Кун пирки мĕн каланă пулăттăр?

– Ют ачасене тăванла туйăмпа йышăнни, юратса ÿстерни паха. Паянхи куна 16 ача 10 çемьере хÿтлĕх тупнă. Упамсари Галинăпа Валентин Трофимовсем виççĕшне, Кĕçĕн Арапуçĕнчи Галина Васильева, Любовь Шурякова, Ульяновкăри Ирина Корнилова, Нăрваш Шăхалĕнчи Мария Максимова пĕрер ачана атте-анне ăшши параççĕ.

– Фаина Аркадьевна, кирек хăш ĕçĕн лайăх енĕпе пĕрлех çитменлĕхĕсем, йывăрлăхсем пур. Вĕсене те айккине хăварар мар.

– Хÿтлĕх пайĕпе социаллă центр бюджетне йывăр шăпаллă çемьесен ачисене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантару кÿмеллине пăхса хăварман. Ăна спонсорла пулăшуран йĕркелесе пыратпăр. Иртнĕ çул, акă, 37 çемьене апат-çимĕç пуххипе, усă курнă япаласемпе тивĕçтертĕмĕр. Ача çулталăкĕнче вĕсен интересĕсене хÿтĕлесе ыркăмăллăх акцийĕсем ирттернĕ. Ун хыççăн 42 çемьене пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарма май пулчĕ.

Вырăнсенче социаллă службăсен комиссийĕсене йĕркелени ĕçре самай пулăшу кÿрет. Вĕсем йывăр шăпаллă çемьесене, хÿтлĕхсĕр ачасене тупса палăртаççĕ. Йĕркесĕррисене, çул çитменнисене тĕрĕс çултан пăрăнасран асăрхаттарма пулăшаççĕ. Çакнашкаллисем 32 çемье палăртнă. Вĕсенче 62 ача çитĕнет.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 января 2008
00:00
Поделиться