Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăçта тăнăç – унта ăнăç

Сисмерĕмĕр те кивĕ çул вĕçленчĕ. Мĕнпе асра юлчĕ-ха вăл районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи выльăх-чĕрлĕх пăхакансемшĕн; Ытларах – лайăххипе. Ленин ячĕллĕ, “Звезда”, “Гвардеец”, “Первомайск”, “Труд”, “Исток”, “Красное знамя”, “Батыревский” хуçалăхсенче мăйракаллă шултра выльăх йышне ÿстерчĕç. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе 4522 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра сăвакан ĕнесем – 1483, 7553 сысна, 384 лаша.

Выльăх-чĕрлĕх фермисенче хĕл тапхăрĕ ăнăçлă иртет, продукци туса илесси ÿсет. Паянхи кун райо-нĕпе куллен кашни ĕнерен 10-шар килограмм сĕт сăваççĕ. Çакă вăл çуллахи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх валли ытлăн-çитлĕн апат хатĕрленипе те çыхăннă. Утă-улăма, силоса, сенажа хисепĕшĕн мар, пахалăхĕ пултăр тесе хатĕрленинчен те килнĕ. Юлашки çулсенче ял хуçалăх предприятийĕсенче сенаж-силос хатĕрлессинче кĕвелĕкпе анлăн усă кураççĕ. Выльăх апачĕ хатĕрлекен техникăна çĕнетни те апат пахалăхне витĕм кÿрет. Хĕл валли районĕпе кашни условнăй выльăх валли 27 апат единици хатĕрленĕ. Унсăр пуçне ĕнесен кулленхи рационне жомпа, жмыхпа, минераллă, витаминлă хутăшсемпе пуянлатаççĕ.

Пĕлтĕр 1263 тонна аш-какай сутнă. Пур категорисенчи хуçалăхсемпе илес пулсан ку хисеп 7107 тоннăпа танлашать. Çакă иртнĕ çулхинчен 24 процент нумайрах. Районĕпе пурĕ 34473 тонна сĕт туса илнĕ, ял хуçалăх предприятийĕсенче – 6020 тонна. Иртнĕ çулта кашни ĕнерен 4011 килограмм сĕт сунă, иртнĕ çулхинчен 263 килограмм е 7 процент нумайрах. Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирминче сăвăм 6568 килогрампа, «Батыревский» улма-çырла питомникĕнче – 5400, “Красное знамя” хуçалăхра – 4522, “Батыревский” хуçалăхра – 5065, “Звезда” хуçалăхра 4439 килогрампа танлашнă. 15 хуçалăхра вăтам сăвăм 3500 килограм пулнă.

“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕпе килĕшÿллĕн “Красное знамя” хуçалăх 9 миллион, “Звезда” – 4, 2 миллион, “Труд” – 5 миллион, Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми 6, 6 миллион тенкĕ çăмăллăхлă кредит илсе выльăх-чĕрлĕх витисене реконструкцилесе модернизациленĕ.

Иртнĕ çул вĕçĕнче “Звезда”, “Труд”, “Красное знамя” ял хуçалăх предприятийĕсенче çĕнĕ сĕт пăрăхĕ хута кайнă, виçĕ ферминче те апата миксерпа валеçеççĕ.

Ăрăва çĕнетес тĕллевпе районти хуçалăхсенче 131 пĕтĕ пушмак пăру туяннă. Çак тĕллевпе республика бюджетĕнчен 1958 пин, ăратлă вăкăрсен вăрлăхне туянма – 126, 4 пин, нумай сĕт антаракан ĕнесене усрама 1509, 6 пин тенкĕ илнĕ.

Çав вăхăтрах пăшăрхантараканни те пур. “Знамя” хуçалăхра – 68, “Родинăра” – 22, “Мирта” – 36, “Дуслыкра” – 19, “Хастарта” 37 пуç ĕне-выльăх сахалланнă. Выльăх шутне чакарни йывăрлăхран тухмалли меслет мар. Анчах хуçалăх ертÿçисем çакна темшĕн шута хумаççĕ. Юлашки вăхăтра аш-какайпа сĕт хакĕ ÿсни те вĕсен шухăш-кăмăлне улăштараймарĕ-ха. Çак пулăм хăçанччен тăсăлĕ-ши?

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 января 2008
00:00
Поделиться