Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Çĕнĕ çултан йĕрке тата çирĕпленнĕ

Ку таранччен те çула тухакан водительсем çул-йĕр правилине пăснăшăн никама та пуçран шăлман. Çĕнĕ çултан вара хăрушсăрлăх йĕркисене сĕмсĕррĕн пăснăшăн саккунĕ тата çирĕпрех ыйтма пуçларĕ. Сăмахран, автомашинăра пиçиххипе çыхăнмасăр çула тухнăшăн 500 тенкĕ штраф параççĕ. Техника хатĕрĕ умне правасăр ларнăшăн та айăплав виçи пĕчĕк мар, 2500 тенкĕ! Водитель теветкеленсе руль умне ÿсĕрле ларсан вара 1, 5-2 çуллăха правасăр хăвараççĕ, тепĕр хут та çак сăлтавпа çаклансан виçĕ çуллăха правапа сывпуллашма тивет. Апла пулсан, водительшĕн çул-йĕр йĕркине пăсни питĕ хака ларма пултарать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 января 2008
00:00
Поделиться