Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Фронтовик, писатель, журналист

Истори наукисен кандидачĕ, доцент, Чăваш Республикин культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, С.Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин участникĕ Иван Яковлевич Тенюшев 85 çул тултарчĕ.

Иван Тенюшев пирĕн районти Алманчăра 1923 çулта çуралнă. Ялти шкул хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Унтан КПСС Центральнăй Комитечĕ çумĕнчи Партин аслă шкулне пĕтернĕ.

1942 çулта Иван Яковлевича Хĕрлĕ Çар ретне илеççĕ. Тĕрлĕ фронтсенчи хĕрÿ çапăçусене хутшăнса паттăрлăх кăтартнăшăн вăл Хĕрлĕ Çăлтăр, 1-мĕш степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденĕсене тивĕçнĕ.

Вăрçă хыççăн фронтовик хăйĕн ĕçне пичетпе çыхăнтарнă: Патăрьел райхаçачĕн яваплă секретарĕнчен пуçласа Чăваш Енри “Молодой коммунист” хаçат редакторне çити ÿснĕ. Хальхи вăхăтра И.Тенюшев И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче çамрăк журналистсем хатĕрлессипе вăй хурать. Вăл – литература тĕлĕшĕнчен редакцилекен тата стилистика кафедрин пуçлăхĕ, журналистика факультечĕн деканĕн наука енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Писатель-публицистăн И.Тенюшевăн творчество ĕçĕ-хĕлĕ 1946 çулта пуçланнă. Ун чухне “Тавăру” калавĕ “Ялав” журналта пичетленнĕ. Çавăнтанпа унăн калавĕсемпе повеçĕсем, журналистика историйĕ тата теорийĕпе практики çинчен калакан статйисем “Тăван Атăл”, “Сунтал”, “Çилçунат” журналсенче, республикăри “Чăваш коммуни”, “Коммунизм ялавĕ”, “Хыпар”, “Советская Чувашия”, “Молодой коммунист”, “Çамрăксен хаçачĕ” тата ытти изданисенче кун çути курнă. Чăваш Республикин Патшалăх пичет архивĕнче И.Тенюшевăн 15 кĕнеки упранать.

Иван Яковлевич чылай пысăк калăплă хайлавсем те ăсталанă. Акă, “Çыхман çапă – шăпăр мар”, “Юратусăр пурнăç çук”, “Вĕсем виççĕн çеç юлчĕç” тата ытти хăш-пĕр романĕсемпе повеçĕсем халăх чи юратаканнисем шутне кĕчĕç.

И.Тенюшев писатель-журналист, куçаруçă пулнипе те паллă. Вăл К.Наджмин “Вешние ветры”, Л.Толстойăн “Детство. Отрочество. Юность”, Н.Котышăн “Чайка” кĕнекисене чăвашла питĕ çыпăçуллă та ăста куçарнă.

И.Тенюшевăн журналистикăри нумай çулхи тухăçлă ĕçне “ЧАССР культурин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ятпа, “Раççей пичечĕ 300 çулта” асăну паллипе ахальтен мар хакланă. “Первые публицисты Чувашии” кĕнекешĕн вара ăна республикăри журналистсен С.В.Элкер ячĕллĕ премийĕпе чысланă.

Творчество ĕçĕнчи каçалăкĕ малашне те сарăлсах, вăрăмлансах, тухăçлансах пытăр ентешĕмĕрĕн.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
23 января 2008
00:00
Поделиться