Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ял тăрăх пуçлăхĕнчен – пысăк парне

Шăнкăртам ял тăрăхĕнче Чăваш Республикин Президенчĕ ят панă Ырă ĕçсен çулталăкне хапăлласа йышăннă. Ял тăрăх пуçлăхĕ Р. Купкенов пуçарăвĕпе çак çулталăка пархатарлă ĕçрен пуçланă. Паян çак пысăк ялти Вахитов урамĕнче тата унăн таврашĕнче пурăнакан шăпăрлансемпе аслăрах çулхи ачасем конькипе ярăнма пăрлантарнă ятарлă вырăнта савăнаççĕ. Лаптăка ачасем хăйсемех тасатса, тирпейлесе тăраççĕ.

Сăмах май каласан, Патăрьелĕнчи “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнчи пăрлантарнă лаптăк çинче вара ачасемпе пĕрлех аслисем те ыр кураççĕ. Акă, “Исток” агрофирма ертÿçи А.Илюткин кашни каç тенĕ пекех кунта хăйĕн çемйипе ярăнса канма вăхăт тупать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 января 2008
00:00
Поделиться