Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вăй хутăмăр тăрăшса пурте çанă тавăрса

Шăпах çак сăмахсемпе пĕтĕмлетес терĕм иртсе кайнă кивĕ çула. Витĕмлĕрех пултăр тесе хăш-пĕр тĕслĕхсем илсе кăтартас тетĕп. “Авангард” хаçата 2008 çулхи пĕрремĕш çур çула илсе тăма 3604 экземпляр çырăнчĕç. Виçĕ пин ытла çемьене эрнере икĕ хутчен пырса тăрать вăл. Унсăр пуçне библиотекăсене, шкулсене, культура, медицина учрежденийĕсене çитет. Ял хуçалăх предприятийĕсенче вулаççĕ “Авангарда”. Хаçатăн çĕнĕ подписчикĕсем хутшăнчĕç. Ку енĕпе уйрăмах тăрăшуллă ĕçленĕ çыхăну уйрăмĕсене палăртмасăр иртме те çук. Сăкăтсем иртнĕ çулхи кăтартăва самаях çĕнетрĕç. “Красное знамя” кооператив ертÿçи П.Никифоров хуçалăхра ĕçлекен 50 çынна Çĕнĕ çул ячĕпе “Авангардлă” туса хавхалантару кÿчĕ. Тавах ăна уншăн. Ĕçре çыхăну уйрăмĕн ертÿçин С.Каруковăн, А. Хромова, Н.Арланова, Л. Якупова почтальонкăсен тÿпи те пысăк. Алиса Валерьяновнăпа Наталья Петровна çĕнĕскерсем çак ĕçре. Çаврăнăçулăхĕ, вăр-варлăхĕ çитрĕ вĕсен.

Первомайскинчи çыхăну уйрăмĕнчи В.Кондратьева ертÿçĕ тăрăшулăхне палăртас килет. Кунти почтальонкăсем “Авангарда” Первомайски тăрăхне сарассине тата ÿстерчĕç. 340 экземпляра çитерчĕç. Аслă Чемен (ертÿçи Г.Едриванова), Нăрваш Шăхаль (Н. Еремеева), Кивĕ Катек (Л.Никитина), Алманчă (А.Аляшкина), Ишлĕ (Л.Юркина), Пăлапуç Пашьел (В.Храмова), Ыхра Çырми (Л.Шихранова), Туçа (О.Телегина) çыхăну уйрăмĕсем те çырăнтарăва вăхăтра пуçăнса кăтартуллă вĕçлерĕç. Патăрьелĕнчи А.Грачева почтальонка пĕрремĕш çур çул валли “Авангарда” 100 экземпляр илсе тăма çырăнтарчĕ.

Йышăмăр хутшăнни хаçат пахалăхĕ лайăхланнине те çирĕплетет. Халĕ хамăр типографинчех ăна вăхăтран вăхăта тĕрлĕ тĕспе кăларатпăр.

Вырăнсенчен информацисем çырса тăракан авторсем пурри хаçат содержанине, географине пуянлатма пулăшать. Иртнĕ çул редакци вĕсенчен 850 çыру илчĕ. Яланхиллех почтăра Нăр-ваш Шăхалĕнчи Б.Кошкин, В.Бородкин, Аслă Чементи Н.Кошелева, Чăваш Ишекĕнчи С.Кулакова, Патăрьелĕнчи В.Антипов, Л.Сорокина, Г.Хлебникова, Анат Туçари Е.Перепелкина, Л.Платонова, Вăтаелĕнчи Н.Машин, Тăрăнти П.Лялькин, Алманчăри Н.Никитина, Упамсари Г.Васильев, Кĕçĕн Арапуçĕнчи В.Селиванов ытти авторсен çырăвĕсем пур. Вĕсемпе туллин усă куратпăр. Тĕрлĕ ыйту хускатаççĕ обществăлла корреспондентсем, çĕнĕ хыпарсемпе, çĕнĕлĕхсемпе, ялти чи сумлă ĕçченсемпе, хуçалăхсен кулленхи ĕçĕсемпе паллаштарсах тăраççĕ, проблемисене çĕклеççĕ. Тавах вĕсене уншăн. Хыпарлама малашне те вăхăтăр тупăнтăрах.

“Авангард” хаçата çыракансен йышне çамрăксем кĕни те кăмăллă. Турхантан Э.Трошкина, Кивĕ Ахпÿртрен А.Белкова, Чăваш Ишекĕнчен Ю.Кулакова, Нăрваш Шăхальпе Алманчăран çыраççĕ хаçата. Ăсталăхĕ малашне те туптансах пытăр шкул ачисен.

Кашни çырăва пичетре усă курма та май çук. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Акă, Çĕньялтан М.Нягина фельд-шерпа акушер пункчĕн ĕçченĕсене тав туса ăшă сăмахсем каласшăн пулнă. Ыхра Çырминчен С.Кулакова Шупашкарти “Гарант-Строй” ООО генеральнăй директорне Р.Санзяпова шкула кÿнĕ сумлă та тивĕçлĕ пулăшуне вырăна хурса ырă çынра ырлăх тапса тăнине, тивлечĕпе тараватлăхĕ ыттисене витĕм кÿнине, пурнăçа илемлетнине палăртать. Сăкăтра пурăнакансем Н.Евграфовăна çуралнă кунпа саламласшăн. Анчах тав туни, саламлани тÿлевпе çыхăннă. Вĕсемшĕн 200 тенкĕрен кая мар укçа тÿлемелле. Сăн ÿкерчĕкпе саламлас текенсен – 250 тенкĕ.

Йĕрке-тирпей тăвас енĕпе çырнă çырусем те пур. Патăрьел мунчипе хăна çуртĕнчи хăтлăх кăмăла кайман пĕрне. Анчах авторĕ хăйпе туллин паллаштарман. Çĕрпе ĕçлесси, ун çинче туса илнĕ продукцие вырнаçтарасси пăшăрхантарать теприсене. Çĕр ыйтăвĕпе йышлăн интересленеççĕ. Кооперативран çĕр пайне илес текенсен хаçатра пĕлтерÿ памалла. Çакă та тÿлевпе çыхăннă.

Хаçатра вĕрентÿ, культура, сывлăх, ял хуçалăх, налук, пенси, социаллă хÿтлĕх, спорт ытти ыйтусене çутатма тăрăшатпăр. Информаци кунĕсенчи халăхпа куçа-куçăн ирттернĕ калаçусем пичетленеççĕ. Специалистсем ырă канашсем параççĕ. Интереслĕ те тарăн шухăшлă, хумхантаракан статьясем кун çути кураççĕ. Анчах çырмалли те сахал мар паянхи кăткăс пурнăçра. Республика Президенчĕн, район пуçлăхĕн программисем мĕнле пурнăçланса пынине çутатмаллах. Çемье çулталăкĕ çинчен манар мар. Пĕр çын савăнăçне çĕр çын пайлани кăмăллă. Ушкăнпа ĕç тума аван. Йышăмăр хушăнсах пырать. Апла пулсан пĕрле канашласа ĕçлер, çĕнĕлĕхсене пĕлтерер, çитменлĕхсене пĕтерме тăрăшар.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 января 2008
00:00
Поделиться