Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушартан яланах сыхă тăмалла

2008 çулхи хĕлле экономика объекчĕсемпе халăх пурăнакан вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхне вăйлатас тĕллевпе район пуçлăхĕ Н.Глухов ятарлă хушу кăларнă. Унта палăртнă тăрăх, сивĕ çанталăка пула районта пушарсен хисепĕ ÿснĕ. Вĕсен сăлтавĕсем: пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене пăсни, электрооборудованипе тĕрĕс мар усă курни, кăмакасене вырнаçтармалли тата эксплуатацилемелли йĕркесене пăхăнманни.

“Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен” калакан Раççей саккунĕпе, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.Гапликов панă кăтартусемпе никĕсленсе, ял тăрăх пуçлăхĕсене пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене граждансен пухăвĕсенче сÿтсе явма, пурăнмалли çуртсенче, экономика объекчĕсенче пушартан сыхланмалли йĕркесене пăхăннине тишкерсе тухма, халăха вĕрентессине йĕркелеме сĕннĕ.

Пушартан сыхланас тĕллевпе обществăллă йĕркеленÿсен, адмкомиссин активлăхне ÿстермелле, пулнă пушарсемпе вĕсемшĕн айăплисем пирки общественность шухăшне çирĕплетмелле.

Объектсенче, ял тăрăхĕсенче пушара хирĕçле режима çирĕп пăхăнмалла, муниципаллă пушар хуралĕ тăвассине хăвăртлатмалла.

Шыв тăракан вырăнсем патне пымалли çулсене йĕркеллĕ тытса тăмалла, каснă ваксене шăнасран хупламалла. Ку ĕçе предприятисен ертÿçисене те хутшăнтармалла.

Ял урамĕсене юртан куллен тасатассине йĕркелемелле, телефон çыхăнăвĕн юсавлăхне асăрхасах тăмалла.

Пушар техники тытакан предприятисемпе организацисен ертÿçисен талăкĕпех дежурство йĕркелемелле. Выльăх-чĕрлĕх фермисенче, складсенче, машина-трактор паркĕсенче çĕрлехи вăхăтра уйрăмах сыхă пулмалла.

Рабочисене, механизаторсене, специалистсене пушар хăрушсăрлăхĕн йĕр-кисене вĕрентмелле, инструктаж ирттерсех тăмалла. Ăшă установкисен, электрооборудованипе электросетьсен юсавлăхне куллен тĕрĕслемелле.

Шкулсенче, шкул çулне çитмен ачасен учреждени-йĕсенче пушара хирĕçле мероприятисен комплексене çирĕп пурнăçламалла, пуринче те ятарлă вĕренÿсем тăтăшах ирттермелле.

Хушура ВДПО райсоветне халăх хушшинче массăллă-ăнлантаруллă ĕçе анлăн сарса яма, ялсене курăнакан агитаципе тивĕçтерме сĕннĕ.

Пушар надзор пайĕн пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пурнăçлас тĕлĕшпе ер-тÿçĕсенчен çирĕп ыйтмалла, ял тăрăх пуçлăхĕсене тивĕçлĕ пулăшу памалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 января 2008
00:00
Поделиться