Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пĕрле ĕçлемелле, пĕр шухăшлă пулмалла

Юнкун районта йăлана кĕнĕ пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Çĕнелнĕ информаци ушкăнне малашне Чăваш Республикинчи “Республикăри капиталлă строительство управленийĕ” патшалăх унитарлă предприяти директорĕ Э. Аблякимов ертсе пырĕ. Çавăн пекех районта 2008 çулхи ĕçлĕ тĕл пулусенче пĕлтĕрхи ушкăнпа ЧР Президент Администрацийĕн пай консультанчĕ В.Галкин, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Ермолаев, республикăри шалти ĕçсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ В.Яковлев та хутшăнĕç.

Информаци кунĕн пĕр-ремĕш тĕл пулăвĕ райадминистрацин структура подразделенийĕсен, район центрĕнчи организаци-предприяти ертÿçисемпе пулчĕ. Калаçун тĕп темисем – РФ Президенчĕн суйлавĕ çинчен, суйлав законодательстви, суйлава ăнăçлă хатĕрленесси; çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх тата чрезвычайлă лару-тăруран асăрханасси; 2007 çулта Чăваш Республикинче приоритетлă наци проекчĕсене мĕнле пурнăçлани çинчен.

Информаци кунĕн тĕллевĕпе паллаштарнă хыççăн район пуçлăхĕ Н.Глухов чăн малтан калаçăва Патăрьелсен çывхаракан суйлава пушшех те тĕплĕн хатĕрленмеллине, активлă хутшăнмаллине çивĕчлетрĕ.

– Иртнĕ суйлавран Патăрьелсен пĕтĕмлетÿ тумалăх пур. Суйлавçăсем пĕр шухăшлă пулса хастарлăх кăтартманран районăмăра йывăрлăха кĕртсе ÿкерес çул çине тăтăмăр. Уйрăмах район центрĕнчи – Патăрьелĕнчи суйлавçăсен сÿ-рĕклĕхĕ, ăнланманлăхĕ, халăхшăн тăрăшса тунă ĕçсене хаклама пĕлменни пăшăрхантарать. Çитес суйлавра пурин те кар тăрса пĕрле ĕçлемелле, пĕр шухăшлă пулмаллах, – терĕ район пуçлăхĕ Н.Глухов иртнĕ суйлавпа çывхарса килекен РФ Президент суйлавĕ пирки шухăшĕсене кĕскен пĕтĕмлетсе. Çак шухăшах “Республикăри капиталлă строительство управленийĕ” патшалăх унитарлă предприяти директорĕ Э.Аблякимов та малалла тăсрĕ, кашни суйлавçăна суйлав пĕлтерĕшне çитермеллине каларĕ, Патăрьелсен иртнĕ çулхи çитĕнĕвĕсем, наци проекчĕсене пурнăçласа тунă пархатарлă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. ЧР Ял хуçалăх министрĕн çумĕ С.Енилина тата ЧР Сывлăх тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Н. Осипова информаци кунне хутшăннисене бюджет сферинче ĕçлекенсен социаллă хÿтлĕхне вăйлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн бюджет сферинче ĕçлекенсен ĕç укçине срок çитиччен ÿстересси çинчен калакан Указĕпе паллаштарчĕç, республикăра, çав шутра Патăрьел районĕнче те приоритетлă наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Акă, сăмахран, килти хушма хуçалăха аталантарма, урăхла каласан хăйсен пурнăçне лайăхлатма пĕлтĕр 420 миллион тенкĕлĕх çăмăллатнă кредит илнĕ. Ку вăл районти мĕн пур хушма хуçалăхсен 18, 3 проценчĕ пулать. Патшалăх алă тăсса панă çăмăллăхпа паян та йышлăн усă кураççĕ. Патăрьелĕнчи тĕп больницăна çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшса 5, 6 миллион тенкĕлĕх çеç çĕнĕ оборудовани илсе килсе вырнаçтарнă, васкавлă пулăшу машинисене çĕнетнĕ. Юлашки çулсенче вĕрентÿ отраслĕнче те мĕн чухлĕ çĕнĕлĕх пурнăçа кĕчĕ. Çаксем пурте малашлăха, ырă пуласлăха шанса тунă пархатарлă ĕçсем.

Шăнкăртам, Турхан, Патăрьел, Ыхра Çырми, Нăр-ваш Шăхаль ял тăрăхĕсенче ĕç коллективĕсемпе йĕркеленĕ тĕл пулусенче шăпах ял çыннин паянхи проблемисем, вĕсене çăмăллатас тĕллевпе пĕрле ĕçлемелли задачăсем çинче чарăнса тăнă, вĕсене кăсăклантаракан тĕрлĕрен ыйтусем çине хуравланă.

Район пуçлăхĕ Н.Глухов Э.Аблякимовпа Патăрьелĕнчи “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕпе паллашнă, Шăнкăртамри ял тăрăх депутачĕсен тĕл пулăвĕнче çĕнĕ шкул-сад тăвас ыйтăва сÿтсе явнă. Ун хыççăн Турханти психоневрологи интерначĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă.

ЧР Сывлăх тата социаллă аталану министрĕн çумĕ Н.Осипова тата районти социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçи Ф.Майорова Патăрьелĕнчи ваттисен çуртĕнче, “Родник” санатори-профилакторире, социаллă хÿт-лĕх пайĕн кăнтăрлахи уйрăмĕнче, Патăрьелĕнчи тĕп больницăра пулса кунти ĕç-хĕлпе паллашнă, тĕрлĕрен ыйтусем хускатнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 января 2008
00:00
Поделиться