Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кредит укçапа усă куракансем йышлă

Темиçе çул каялла банк урлă кредит укçа илме хăраса та, шикленсе те тăнă. Паян вара чылайăшĕ тĕрлĕрен сăлтавпа патшалăх паракан çăмăллатнă ипотека кредичĕпе усă курать. Пĕлтĕр, акă, çулталăк тăрăшшĕпе пурăнмалли çурт-йĕр тума е ăна туянма 15 миллион тенкĕ тавăрса памалла мар субсиди илнĕ. «Чувашкредитпромбанк» урлă çичĕ çемье икĕ миллион, Перекет банкĕ урлă 25 миллион тенкĕлĕх ипотека кредичĕ тата çăмăллатнă ипотека кредичĕ илнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 января 2008
00:00
Поделиться