Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кил вучахне сÿнме паман

Лидя тăхлачă – çапла чĕнетчĕ ăна манăн анне. Унăн йăмăкĕ ман кукка арăмĕ пулнăран пĕр-пĕринпе хутшăнсах тăратчĕç вĕсем. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, нар пек хĕрлĕ питлĕ хитре хĕрарăмччĕ вăл. Сасси уçăччĕ, киле хăна-вĕрле пуçтарăнсен тăванлăх, туслăх юррисене шăпчăк пек шăрантаратчĕ. Эпĕ ача çеç пулсан та Лидия Степановна юрланине сехечĕ-сехечĕпе итлеме хатĕрччĕ. Çавăнпах-тăр вăл пирĕн пата килессе чăтăмсăррăн кĕтеттĕм.

Унтанпа самаях шыв-шур юхрĕ. Пирĕн Лидя тăхлачă та нумаях пулмасть 90 çул тултарчĕ. Ăна юбилей ячĕпе саламлама Шупашкартан мăнукĕн, Марина Карягина тележурналистăн çемйи, Василиса йăмăкĕн ачисем, çывăх тăванĕсем йышлăн пуçтарăнчĕç. Нумай-нумай ăш сăмахсем каларĕç, вăрăм ĕмĕр, телей сунчĕç, парнесем пачĕç, видео ÿкерчĕç.

Питĕ савăнчĕ Лидия Степановна çакăншăн. Пурнăç çулĕ камăн мĕнле вĕт... Пĕрин вăл тап-такăр та анлă, теприн вара пĕрех май лакăма ана-ана хăпарать. Калăн пĕтĕм шăтăк-çурăка ăна валли çеç ха-тĕрленĕ шăпа... Инкек пĕччен çÿремест теççĕ вĕт. Лидия Степановнăн пурнăçĕнче те курмалли-тÿсмелли пайтах пулнă. Çав вăхăтсене килте пĕччен ларнă вăхăтра тăтăшах куç умне кăларать кинеми.

Йышлă çемьере çуралнă Лидя. Плешковсен çемйинче саккăрăн пĕр тăван пулнă вĕсем. Иккĕшĕ пĕ-чĕккĕллех вилнĕ, улттăшшĕ сывă, тĕреклĕ çитĕннĕ. Пиччĕшĕсем Иванпа Васили шкула çÿренине Лидя ăмсанса сăнанă, саккăр тултарасса чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Анчах хĕр-ачан ĕмĕчĕ пурнăçа кĕреймен. Килте ĕçлекен кирлĕ тесе ăна çур çул шкула çÿресенех пăрахтарнă. Амăшĕ пĕчĕклех пир тĕрттернĕ, шÿрĕ тутарнă, выльăх пăхтарнă. Çакăншăн Лидя мĕн чухлĕ татăлса йĕмен-ши; Вăрттăн пытанса ларса куççуль юхтарни темĕн чухлех пулнă.

Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеленме пуçласан Плешковсен çемйи колхоза кĕнĕ. Лидян пиччĕшĕ Василий счетоводра ĕçленĕ. Çемйи хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Хĕр тантăшĕсемпе пĕрле Лидя та ар-çынсемпе танах суха та тунă, авăн та çапнă, уйрăм çĕр касса тырă та вырнă. Кирек мĕнле йывăр ĕçрен те пăрăнман. Пĕве кĕрсе çитсен ял каччипех çемье чăмăртанă. Хĕветĕр ĕçчен хĕре хăйĕнчен вĕçертмен. Мăшăрланнă хыççăн нумаях савăнса пурăнма пÿрмен çав. Кĕçех упăшкине çар ретне илнĕ, Лидя салтак арăмĕ пулса юлнă. Хĕсметрен таврăнма вăхăт çитиччен Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пуçланнă. Унта та, кунта та салтак юрри илтĕннĕ. Ял арçынсемсĕр пушансах юлнă.

Мĕн пур йывăр ĕç хĕр-арăмсем çине тиеннĕ. Хĕрсене тата ачасăр хĕр-арăмсене вăрман касма, окоп чавма, çул тума хăваланă. Уйăхĕ-уйăхĕпе киле таврăнаймасăр, выçлă-тутлă тертленнĕ вĕсем. Яла килсен колхоз ĕçĕнче пилĕк авнă. Лăш курмасăр, канлĕх мĕнне пĕлмесĕр, ыйăх тăраниччен çывăрса курмасăр нушаланнă вĕсем. Çĕнтерĕве çывхартассишĕн, юратнă мăшăрĕсене кĕтсе илессишĕн тăрăшнă салтак арăмĕсем. Лидя мăшăрĕ Хĕветĕр аманса пĕр хушă киле килсе кайнă-ха. Суранĕсем йăл илсен каллех вăрçа тухса кайнă. Тепĕр хут амансан салтака киле янă. Аслă Çĕнтерĕве вăл çемьере кĕтсе илнĕ. Анчах Лидяпа пĕр тăвансем: Иван, Васили, Элекçей вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Çак хуйхă кашнин чĕринче ĕмĕр тÿрленми суран хăварнă.

Лидия Степановнăпа Федор Васильевич Карягинсем икĕ ывăла чун панă. Чăнах та, мăшăрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн хĕрарăм вĕсене пĕчченех ура çине тăратнă. Пĕчĕккĕллех ĕçе хăнăхтарнă. Хăй бригадăра вăй хунă, 3-4 çул çур акипе вырма вăхăтĕнче апат пĕçернĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ çапла. Кайран, кинсем кĕртсен, вĕсен ачисемпе йăпаннă, кил-тĕрĕшри ĕçсемпе аппаланнă. Аслă ывăлĕ тĕп килрен уйрăлса тухса çурт-йĕр çавăрнă, 2 хĕр çитĕнтернĕ. Лидия Степановна вара кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать. Шел, Петр икĕ çул каялла чирлесе çĕре кĕчĕ.

– Петюкшăн йĕре-йĕре куç пĕтрĕ. Начар куракан пултăм. Сывлăх тĕлĕшĕн-чен аптрасах каймастăп-ха, нимĕн те ыратмасть. Килте виçĕ хĕрарăм кăштăртатса пурăнатпăр. Кин те, унăн ывăлĕн Сашăн арăмĕ те мана лайăх пăхаççĕ. Мăнукăн икĕ пĕчĕк ачипе йăпанатăп, мана нимĕн те ĕçлеттермеççĕ. Каплах пулсан 100 çула та çитĕп-ха. Пенси укçи ÿссех пырать, киле килсех параççĕ, – кăмăллăн пуплет Лидия Степановна.

Мăнукĕсем тенĕрен, çурта илем кÿрекен, савăнăç парнелекен мăнукĕсем виççĕн, вĕсен ачисем улттăн.

Самана кунран кун лайăхланса пынăшăн та хĕпĕртет вăл. Ара, хальхи пек пурнăçа тĕлĕкре те тĕлленмен те.

Çапла тăван кил ăшшине упраса, илем кÿрсе ачисемпе мăнукĕсене ырă канаш парса пурăнать Кивĕ Ахпÿртри 90 çулхи Л.Карягина тыл ветеранĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 января 2008
00:00
Поделиться