Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Темĕнле çанталăкра та Люляна лашапа кăна мар, çăмăл машинăпа та çитетĕн

Республика Президенчĕн яллă вырăнсенче çул-йĕр тăвассине хăвăртлатасси çинчен калакан Указĕпе килĕшÿллĕн, пирĕн районта ку тĕлĕшпе курăмлă ĕçсем туса пыраççĕ. Иртнĕ çул çеç районĕпе хĕрĕх çухрăм ытла асфальтлă çул хута янă. Чи савăнăçли те кăмăлли пĕчĕк ялсене те йĕркеллĕ çул çитни. Унчченсенче, акă, Люляна хĕл кунĕнче лашапа, груз турттаракан пысăк автомашинăпа е çуран çеç çитме май пулнă. Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсене тăванĕсемпе пулма çирĕм ытла çемье çăмăл автомашинăпах килнĕ-мĕн.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 января 2008
00:00
Поделиться