Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пурнăç тăрăх утать малалла

Пуян пирĕн Патăрьел тăрăхĕ паллă поэт-писательсемпе. Вĕсенчен чылайăшĕ тĕнче шайĕнче палăрма пултарчĕç. Кам пĕлмест пулĕ Г.Айхине, Р.Сарпине, Ю.Мишшине, В.И.Давыдов-Анатрине тата ыттисене те.

2007 çулхи декабрьте Василий Иванович Давыдов-Анатри çуралнăранпа 90 çул çитрĕ.

Поэт 60 çул ытла чăваш литературинче ырми-канми вăй хурать. Унăн пĕтĕм пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ Тăван çĕр-шывпа çыхăннă.

Чăваш литературипе культурине аталантарас ĕçре тунă пысăк çитĕнÿсемшĕн Василий Иванович Давыдов-Анатрие Чăваш халăх поэчĕ, Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне панă. Вăл 1984 çултанпа – Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ. Халăхсен Туслăхĕн орденне, миршĕн кĕрешес ĕçри çитĕнÿсемшĕн Ылтăн медале тивĕç пулнă. Поэт – республикăри çамрăксен пĕрремĕш фестивалĕн лауреачĕ. Ăна Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми парса чыс тунă.

Ентеш-поэтăмăра халалласа, пирĕн районта та пултарулăх каçĕсем иртрĕç. Районти тĕп библиотекăра тата Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕнче пулчĕ вăл малтанах.

Пултарулăх каçне поэт хăй хутшăнаймарĕ пулсан та, унăн çывăх юлташĕсем: Чăваш Республикин профессиллĕ Писательсен союзĕн правлени председателĕ, Чăваш халăх поэчĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ Валерий Туркай, Журналистсен союзĕн членĕ, ЧР тата Раççей тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ Аркадий Казанов тата хамăр ентеш, Нăрваш Шăхаль хĕрĕ, паллă поэт, çыравçă Альбина Юрату хутшăнчĕç.

Тĕп библиотекăра вĕсем “Çил-çунатлă чăваш поэчĕ” литература сехечĕ ирттернĕ çĕрте пулчĕç. Мероприятие çак статьян авторĕ уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ. Наталья Ракова библиотекарь поэтăн пултарулăхĕпе, вăл çырнă кĕнекесенчен хатĕрленĕ выставкăпа паллаштарчĕ. Хăнасем те, пĕрин хыççăн тепри, поэта халалласа çырнă сăвăсене вуласа итлекенсен кăмăлне тыткăнларĕç. Чăваш поэзине малалла аталантарас тесе тунă ĕçри çитĕнÿсем çинче чарăнса тăчĕç. Библиотекăри информаци пайĕ поэта халалласа хатĕрленĕ “Пурнăç тăрăх утать юрăпа” буклет мероприятие хутшăнакансене парне пулчĕ.

Уявăн иккĕмĕш пайĕ Первомайскинчи вĕрентÿ центрĕнче иртрĕ. Ура ярса пуснă-пусманах хăнасене чăваш тумне тăхăннă ачасен ушкăнĕ “Пире тăван кĕтсе тăрать” юрăпа, чăваш йăлине пăхăнса çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕ. Çакăн пек йышăну пурне те хаваслантарчĕ, Альбина Юрату чăтаймасăр ташласах ячĕ.

Малалла уяв поэтăмăра халалласа хатĕрленĕ плакатпа, кĕнеке выставкипе фотоальбомсемпе капăрлатнă залра иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен, районти поэзине юратакансен “Мехел” клубĕн членĕ Елена Сорокина ертсе пыракан фольклор ушкăнĕ, поэтăн пурнăçне тишкерсе, музыка композицийĕ лартрĕ. Поэтăн сăввисенчен çырнă юрăсене вара кунти культура ĕçченĕ Валерий Фролов ертсе пыракан “Шуçăм” фольклор ушкăнĕ шăрантарчĕ. Хăнасем те уява хутшăннă çынсене хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕн-терчĕç. Кашнийĕшĕ хăйсен сăввисене вуласа пачĕ. “Мехел” клуб членĕ Яков Степанов поэтпа 40 çул каяллах пĕрле юрланă юрра шăрантарчĕ, ял пурнăçне сăнласа хăй çырнă сăввине вуларĕ.

Уява хутшăнакансемшĕн чи пахи вара, поэтăн сассине телефонпа итлени пулчĕ. Валерий Туркай ăна карас телефонпа шăнкăравласа уяв çинчен пĕлтерчĕ. Поэтăн микрофон урлă вăйлатнă сассине пĕтĕм зал шăп тăрса итлерĕ. Вăл тăван ял халăхне хăйне çакăн пек хисеп тунишĕн тав турĕ, пурне те ырлăх-сывлăх сунчĕ, сывпулашнă май: “Эпир Арапуçсем пулнă, пур, пулатпăр”, – терĕ. Ун хыççăн Валери Туркай аллине купăс тытса “Аттене атте тееççĕ” юрра тăсса ячĕ. Ăна пĕтĕм халăх юрласа уява вĕçлерĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 января 2008
00:00
Поделиться