Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Паха вăрлăх – пысăк тухăç никĕсĕ

Районти хуçалăхсенчи çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕн пахалăхĕ

(2008 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне)

Цифрăсен пĕрремĕш колонки – ял хуçалăх предприятийĕсем вăрлăха планпа тĕрĕслеттермелле пулнă, иккĕмĕш – тĕрĕслеттернĕ (центнерпа), виççĕмĕш – кондициллĕ вăрлăх (процентпа), тăваттăмĕш – иртнĕ çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне кондициллĕ пулнă.

Улма-çырла питомникĕ 430 1178 100 100

Исток 2120 2120 100 100

Родник 900 630 23 100

Дуслык 2350 2500 57 100

Ленин ячĕллĕ 1440 2018 66 100

Батыревский 2280 4285 100 100

Тойсинская 1465 1015 98 73

Чемен 420 700 0 0

Первомайск 1170 2667 56 55

Малалла 1230 2422 46 89

Труд 2500 3562 83 52

Знамя 1710 1716 0 93

Гвардеец 1030 1275 68 93

Чулпан 850 781 100 92

Колос 900 900 0 86

Родина 930 1127 80 81

Звезда 810 2727 73 78

Красное знамя 2140 3543 35 73

Хастар 1600 2042 63 50

Заря 1330 1300 100 62

Югель 760 1100 0 0

Сидели 710 650 77 0

Мир 1190 1270 63 10

Булинская 520 113 0 0

Ленинец 1840 - - 0

Тат.Сугутский 1135 - - 0

Жизнь 910 910 0 0

Районĕпе 37920 42231 66 78

Асăрхаттарни: хальхи вăхăтра чылай хуçалăхра тĕш тырă вăрлăхĕсене алласа сортлас ĕç пырать. 27 хуçалăхра 19 звено ĕçлет. Çав вăхăтрах «Родник», «Родина», «Знамя», «Чемен» хуçалăхсенче вăрлăхсене тасатса сортлама халĕ те пикенмен, ăшă çанталăкпа усă курса юлма васкамаççĕ.

Чылай хуçалăхра вăрлăх пахалăхĕ япăх. Тĕш тырă вăрлăхĕсем ÿсен-тăран вăррисемпе çÿпĕленнĕ. Иккĕмĕш хут тĕрĕслеттерме илсе килнисен те пахалăхĕ япăх. Кун пек чухне мĕн тумалла-ха; Васкасах сортлă вăрлăх туса илекен хуçалăхсемпе килĕшÿ тумалла, вĕсенчен паха вăрлăх туянмалла. Ун пек хуçалăх районта улттă. Суперэлита, элита репродукциллĕ вăрлăх 34 процент. Хуçалăхсем çĕр улми, тĕш тырă вăрлăхĕсене планпа пăхнинчен нумайрах хатĕрленĕ. Паха вăрлăх туянакансене патшалăх енчен пулăшу кÿреççĕ. Çак меслетпе усă курса районта çитĕнтернĕ вăрлăха хамăр хуçалăхсенех илтересчĕ.

Нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕсене Ленин ячĕллĕ çĕр ĕç фирми, «Гвардеец», «Первомайск», «Мир», «Красное знамя», «Исток» хуçалăхсем тĕрĕслеттернĕ, 33 проценчĕ кондицие ларнă. Нумай çул ÿсекен курăксен вăрлăхĕ чылай хуçалăхра пур, анчах тĕрĕслеттерме илсе килмеççĕ.

Çĕнĕ çулта хастарлăха ÿстермелле, акмалли мĕнпур вăрлăха кондиицие çитермелле.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 января 2008
00:00
Поделиться