Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн

Труд” ял хуçалăх предприятийĕ çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртесси çине яланах пысăк тимлĕх уйăрать. Акă, наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, 200 пуç ĕне вырнаçакан витере сĕт пăрăхĕ хута кайрĕ. Пăрăхран сĕт малтан 4000 литр кĕрекен холодильнике куçать, унтан – молоковоз цистернине. Çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртни сĕт пахалăхне самаях ÿстерчĕ, дояркăсен ĕçне те çăмăллатрĕ. Çакăншăн ĕçченсем питĕ савăнчĕç.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 января 2008
00:00
Поделиться