Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Малтанхи ĕç итогĕсене тишкерне

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисен черетлĕ канашлăвĕ иртнĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Глухов ертсе пынă.

Канашлура чăн малтанах райадминистрацин пай пуçлăхĕсем çулталăк пуçламăшĕнчи кăрлачри çур уйăх ĕç итогĕсене пĕтĕмлетнĕ, çак эрнери тĕллевсене çивĕчлетнĕ.

Хĕл уйăхĕн кунĕсем малалла тăсăлаççĕ. Районта хутмалли тапхăр ăнăçлă иртсе пырать. Çул-йĕре пăхса тăракан, электроçыхăну службисем аварисĕр ĕçлеççĕ, муршрутлă автобуссем палăртнă вăхăтпа çÿреççĕ.

Шкул ачисем хĕллехи каникул хыççăн çĕнĕ вĕренÿ чĕрĕкне пуçланă: 9, 11-мĕш класс вĕренекенĕсем ППЭнне хатĕрленме пикеннĕ.

Канашлура ялсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмалли пирки те каланă. Хальхи вăхăтра районти патшалăх пушар надзорĕн сотрудникĕсем суйлав участокĕсенче пушара хирĕçле йĕркесене мĕнле пăхăннине тĕ-рĕслеççĕ.

Канашлура район пуçлăхĕ Н.Глухов мартăн 2-мĕшĕнче иртекен Раççей Президенчĕн суйлавне йĕркеллĕ, çÿллĕ шайра ирттерсе ярасси пирки те ыйтăва çивĕчлетнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 января 2008
00:00
Поделиться